Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен, вӗҫен кайӑксем тӗлӗшӗнчен, шывра пурӑнакан пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун — ҫакӑ, 47. ӑна таса маррине тасинчен, ҫиме юракан чӗрчунсене ҫиме юраман чӗрчунсенчен уйӑрса илме панӑ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ, 30. анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет — 31. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен ытти чӗрчун — ҫунатлисем, тӑватӑ ураллисем — пурте сирӗншӗн ирсӗр.23. Всякое другое пресмыкающееся, крылатое, у которого четыре ноги, скверно для вас.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун та — ҫунатлисем те, тӑватӑ уранӑн ҫӳрекеннисем те — сирӗншӗн ирсӗр; 21. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисенчен — ҫунатлисенчен, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисенчен — ҫӗр ҫинче сиксе ҫӳремешкӗн хӑшӗн ури туни вӑрӑм, ҫавсене анчах ҫийӗр; 22. вӗсенчен ҫаксене ҫийӗр: хӗрлӗ шӑрчӑкпа унӑн ӑрӑвӗнчисене, солампа унӑн ӑрӑвӗнчисене, харголпа унӑн ӑрӑвӗнчисене тата хагабпа унӑн ӑрӑвӗнчисене.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28 Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ.
Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.