Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалисене (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, Ҫӗнӗ ҫул япалисене туянма укҫа ҫитсех каймӗ.

Возможно, ваш бюджет окажется недостаточным для предновогодних покупок.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем япалисене пуҫтарчӗҫ те хӑмӑшлӑхалла шиклӗн пӑха-пӑха илсе пуш пӗрнесемпе (тытнӑ пек пуллине упӑшки ҫыран хӗррине силлесе хӑварчӗ) ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне Исмен Кӑкшан хӗрринчи тӗмӗсем хушшине пытарса хӑварнӑ япалисене шыраса тупрӗ те каллех ӗҫе пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапла пуль, ҫапла пуль, — ҫилленнине кӑтартмасӑр япалисене вырӑнне илсе хурать усламҫӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киремет япалисене йӑлтах ватӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулӑшакансем тупӑннине кура аманнӑ пӑлхавҫӑсем пурте вырӑнтан хускалчӗҫ, япалисене пуҫтаркаласа йынӑшса та, уксахлакаласа та пулин лашисем патне тапаҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япалисене Шупашкара турттараҫҫӗ, — терӗ тарҫи.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аппа ӑна ӑсатма, унӑн хӑш-пӗр япалисене йӑтса, Кӗнервӑрне ҫитиччен кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайран ҫак пукани япалисене ҫӑл валашки ҫинче чӳхерӗмӗр, типӗтме карта ҫине ҫакса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрача, нӗшӗклесе, пукане япалисене стакан пысӑкӑш витрене чикрӗ те кайма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешсем вара, япалисене йӑтса, хӑшӗ чиркӳ пӳртне кӗчӗҫ, хӑшӗ, Макаров кӑтартнипе, ҫывӑхри урамри килсене утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Салук вырӑнне хӑйӗн ылтӑн япалисене сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Ун япалисене килне ярса пама хатӗрленӗ май пӑхрӑмӑр та — пӗтӗм «пурлӑхӗ» те салтакӑн ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ пӗртен-пӗр хутаҫчӗ.

Сослуживцы стали готовить к отправке домой его вещи, и тут обнаружилось его «богатство».

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара ашшӗне хӗр япалисене леҫсе пама хушса хӑварса Шурчаналла ыткӑннӑ.

Вот тогда-то Савдеби и решила налегке пойти в Акрамово, а вещи попросила отца подвезти позднее.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫук япалисене парса хӑварнӑ та вӑл килне чуптарнӑ.

Правда, вещи Вазюка он завез и тут же укатил домой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юрать-ха, укҫипе япалисене ҫаратман, уншӑн та тавтапуҫ.

Хорошо еще деньги да вещи не сперли, и на том спасибо…

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Япалисене те тӗкӗнмен.

Одежда — вся на нем, тоже цела.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тул ҫутӑласпа шӑнса кӳтнӗ ҫынсем тӑрса япалисене пуҫтаркалаҫҫӗ те уйсем урлӑ Атӑл еннелле утаҫҫӗ.

Едва забрезжило, как продрогшие путники засобирались в дорогу, путь их лежал к Волге.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чылай чухне шӗшлӗ автараканни те, пуртӑ кӑпӑлне хывтарма пыни те хӑйсем мӗншӗн килнине «манса кайса» е «черет ҫитмен пирки» япалисене ҫаплипех каялла йатса таврӑнаҫҫӗ.

И многие тут же забывают, зачем пришли, и уносят непочиненные вещи обратно — «не дошел черед».

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех