Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлни (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Урпа вырмасӑр юлни ярмӑрккаран юлни мар-ха вӑл!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хальлӗхе Хабаровска юлни маншӑн ырра пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— «Угрожаемый выкидыш», ҫие юлни виҫ уйӑх ытла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп ылханни ахаль юлни пур-и?

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл макӑра-макӑра ҫунакан пӳрте икӗ ҫулхи хӗрача тӑрса юлни ҫинчен пӗлтернӗ.

Она плакала и говорила, что в доме осталась двухлетняя девочка.

Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.

Самартан пӑрахутпа килелле таврӑннӑ чух та, Хусан урамӗсемпе утнӑ чух та, хваттере ҫитсен те — Соня тарӑхса макӑрса юлни ҫеҫ куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗччен юлни, чӑнах, пит йывӑр пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем кайсан, Эльгеев хӑй мӗншӗн кая юлни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуринчен те ытла пӗччен тӑрса юлни пит пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Амӑшӗнчен вунӑ ҫултах тӑлӑха юлни ҫинчен салхуллӑ каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑсӑр-урасӑр юлни те е хӑлхасӑр пулни те ун пекех мар: куҫ вӑл — чун тӗкӗрӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Суккӑра юлни — пысӑк инкек, ҫав инкекпе танлаштарсан, вилӗм нимӗн те мар».

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миҫе уйӑх ҫие юлни? — тинкерсе ыйтрӗ Баратынский Соньӑран.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗрне ырӑ сунса уйрӑлчӗҫ вара ҫулҫӳревҫӗсем: лашалли Чӗнер ялӗ еннелле чуптарчӗ, анса юлни — Кайри ҫырма хӗррипе анаталла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Питӗре кайса ҫука юлни ҫинчен Михала амӑшне каламан.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Маригоспожа-Марикарчӑк пек асра юлни урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эсир мана кӑна шута илтӗр тӗк, эппин, сирӗн йӑмӑкӑр кунта юлни киленӳсӗр пуҫпе нимӗн те памасть.

— Если вы имеете в виду только меня, то, кроме удовольствия, присутствие вашей племянницы ничего не даст.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Хӗр кайни, вӗсем вара юлни пулкалать…

— Случается, что девушка уходит, а они остаются.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапларах йышӑнчӗҫ: парӑслӑ караппа ишни — ансат пурнӑҫ, хӑш-пӗр хӑтлӑхсӑр юлни — мӗнле калас, физиологин кӑнттам тӗрӗслӗхӗ пулса тӑрать; ӳт ҫакна ыйтать-мӗн тепӗр чухне, ку — мораль чирне кӑнттам тӗрӗслӗх хушӑран сипленӗ евӗр темелле-ши…

Было признано, что плавание на парусном судне, несложное существование, лишенное даже некоторых удобств, явится, так сказать, грубой физиологической правдой, необходимой телу иногда точно так, как грубая правда подчас излечивает недуг моральный.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Юбку палламалли пултӑр, сана унпа ҫынсем курни, ас туса юлни

Юбку дашь приметную, такую, в какой тебя видали и помнят.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех