Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗ (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Халӑх ӳлӗмрен таса сывлӑша сывласа таса шывпа усӑ курма пуҫлӗ. Ялта пурӑнакансенчен 95 проценчӗ ытла централизациленӗ майпа таса шывпа усӑ курать. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсен шыв ыйтӑвӗ туллин уҫӑмланнӑ», - тесе каланӑ вӑл хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

- Тӗрӗсех, хальхи вӑхӑтра профилактика ыйтӑвӗ - тӗп вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫавӑнпа та Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, строительство, инфратытӑм аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Равиль Ямалетдинов пӗчӗк ялӑн пысӑк ыйтӑвӗ - вӗсем патне «кӑвак ҫулӑма» илсе ҫитересси - хальхи вӑхӑтра пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫак ыйтупа ӗҫленине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Иккӗмӗш ыйтӑвӗ пирки.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Документсене пӗлсе, тивӗҫлӗ хатӗрлесе пырсан, укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ те часрах уҫӑмланасси паллӑ.

От того, насколько грамотно подготовим документы, вопрос финансирования тоже может решиться оперативно.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Касмухха Макҫӑм ыйтӑвӗ ҫине хуравлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, Микула ыйтӑвӗ ҫине тӳррӗн хуравламасӑр, чухӑнсемпе калаҫнӑ чухнехи мӑнаҫлӑ сасӑ ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ пекех малти пӳртре арҫын сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш ыйтусем мар, варринчи, иккӗмӗш, ыйтӑвӗ хытӑ кӑсӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн паянхи пухӑвӑн пӗрремӗш ыйтӑвӗ вӑл, юлташсем, — малалла калаҫма пуҫларӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗншӗн ыттисенчен ытлашши пултӑм?..» — канӑҫсӑррӑн тӑвӑнса шухӑшларӗ йӗкӗт, анчах нихӑш ыйтӑвӗ ҫине те хурав пама пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай япала туянма тивӗ, ҫавна май сире укҫа ыйтӑвӗ кӑшт канӑҫсӑрлантарӗ.

Накануне новогодних праздников предстоит сделать много покупок, поэтому денежный вопрос может вас слегка нервировать.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сарри, хӑй Христос тӗнне тахҫанах йышӑннӑскер, ку калаҫуран тытӑнса тӑчӗ: пит теветкеллӗ те тавлашуллӑ вӑл, тӗн ыйтӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Правительство ҫуртӗнче хӑшпӗр муниципалитет ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрри туйӑнатчӗ, ротаци, тӗрӗссипе, вӑхӑт ыйтӑвӗ кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫапла майпа вӗсем кулленех тӗрекленӗччӗҫ, анчах асӑннӑ тытӑмӑн тупӑшлӑх ыйтӑвӗ ҫивӗччи чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Унта та укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ пирки калаҫу пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Хӑйӗн ыйтӑвӗ вырӑнсӑррине Яка Илле те ӑнланать.

Щеголь и сам понял бессмысленность своего вопроса.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ку ыйтӑвӗ ҫаван пек, унсӑрӑн юрамасть…

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кадрсен ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗчленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

«Юнкор тесе кама калаҫҫӗ?» — ҫапла пулчӗ тепӗр ыйтӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех