Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыйтасса нимӗн те ыйтмарӗ, унта ӗҫсем мӗнле иккенне ман ҫине пӗрре пӑхсанах ӑнланчӗ пулмалла.Спрашивать ни о чем не стал, видимо всё поняв с первого взгляда.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хома «бизнес» сӑмаха ӑнланмарӗ, анчах вӑл сӑмах мӗнле тискер кайӑка пӗлтерни ҫинчен те чехсенчен ыйтмарӗ.Хома не понял слова «бизнес», однако не стал расспрашивать у чехов, что это за зверь.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл кама асра тытнине тавҫӑрса илсе, Черныш унран нимӗн те ыйтмарӗ.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах унӑн ҫак ыйтӑва татса парасси ҫинчен шухӑшлас килмерӗ; вӑл ыйтмарӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Приказа итленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен нихӑшӗ те нимӗн каламарӗ, нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ.Выслушав приказ, никто из них ничего не сказал, ни о чем не попросил.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Настя нимӗн те ыйтмарӗ, унӑн чӗри ыратса илчӗ ҫеҫ.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Чиновникрен вӑл нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ, вара Тарас лайӑхах ӑнланчӗ: ҫак ачан мӑнкӑмӑллӑ чунне вилме, асап курма кайни те хӑйӗн амӑшӗ чирлӗ хырӑмӗпе чиновник аттин шӗвӗр пуҫне ҫапӑннине курса тӑнинчен ҫӑмӑлтарах пулмалла мӗн.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тарас ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ.
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Алёнка ҫав тери кулянса ӳкнӗ, эпир утрав ҫинче мӗн курнине те ыйтмарӗ.Аленка так расстроилась, что забыла спросить, что мы увидели на острове.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Никам та самах ыйтмарӗ, Рогов та яланхи йӗркене тытса пыма шутламарӗ.Никто не просил слова, да Рогов и не старался придерживаться официального порядка.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Артамонова ку ҫав тери хытӑ пырса ҫапнӑ, вӑл: мӗншӗн? — тесе те ыйтмарӗ.Это настолько крепко ударило Артамонова, что он даже не спросил: почему?
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Иртнинче те ыйтмарӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Нимӗн те ыйтмарӗ, — шухӑшласа каларӗ Таня.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лена кӗнӗ чух Марья Дмитриевна пӳлӗмӗн алӑкӗ те уҫӑлса хупӑнчӗ, ҫавӑнпа Чижик аппӑшӗнчен нимӗн те ыйтмарӗ.
Йывӑр кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Власьевна ӑнланчӗ, ҫавӑнпа амӑшӗ ҫинчен урӑх ыйтмарӗ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑй пачах Кӑнтӑр Америкӑра маррине пӗлсен, хисеплӗ ученӑй ку мӗнле пулма пултарни ҫинчен ыйтмарӗ те.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Уэлдон миссис урӑх нимӗн те ыйтмарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ачисем пурте ӑна станцӑра кӗтсе илчӗҫ, никам та: кайни усси пулчӗ-и тесе ыйтмарӗ.Все дети встречали ее на станции, и никто не задал вопроса, удачно ли она съездила.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Икӗ ҫул хушши Анна Ильиничнӑран нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ.
Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Йӗр ҫинчен вӑл американецран та ыйтмарӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.