Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулсенчи (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырсарникунхи шкулсенчи пуҫлӑхсем-и?

Учителя воскресной школы?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӗлхе ыйтӑвӗ мӗнлерех пулни, шкулсенчи лару-тӑру - нумайӑшне «по-барабану».

В каком состоянии языковой вопрос, ситуация в школах - большинству "по-барабану".

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Унсӑр пуҫне шкулсенчи пушӑ пӳлӗмсенче 975 вырӑнлӑ 39 ушкӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.

Кроме того, начали работать 39 групп на 975 мест в свободных помещениях школ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пултаруллӑ чӗлхеҫӗсем М.Сергеев, М.Николаева, А.Васильев тӗп правилӑсемпе усӑ курса тулли мар вӑтам тата вӑтам шкулсенчи 5-6-мӗш классенче вӗренмелли «Чӑваш чӗлхин грамматикине» пухса хатӗрленӗ.

Одаренные языковеды М.Сергеев, М.Николаева, А.Васильев пользуясь основными правилами для обучения в 5-6 классах неполных и средних школ подготовили "Грамматику чувашского языка".

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенчи ачасен кӑмӑллӑ сассипе тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

– Чӑваш Енре ҫамрӑксемшӗн нумай ырӑ ӗҫ пурнӑҫланать, сӑмахран ҫӗнӗ спорт центрӗсем хута каяҫҫӗ, шкулсенчи спортзалсене юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӗрентӳ темине малалла тӑсса шкулсенчи спорт залӗсене юсанине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ачасен 70 процентне хушма пӗлӳ тытӑмне явӑҫтарма хушать. Анчах ку тӗллеве шкулсенчи 2-мӗш тата 3-мӗш сменӑсен йывӑрлӑхне татса памасӑр чӑна ҫавӑрма май килмест», — чунне уҫрӗ парламентари.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Малалла шкулсенчи фольклор ушкӑнӗсен хушшинчи конкурс пуҫланчӗ.

Далее начался конкурс между школьными фольклорными коллективами.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Эпӗ хулари шкулсенчи урокра пӗрре кӑна мар ларнӑ.

Я не раз посещала уроки в городских школах.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1937 ҫулсенче ҫӗршыври шкулсенчи чылай вӗрентекене Совет влаҫне хирӗҫ тӑрать тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Эпир ялти шкулсенчи 69 спортзала юсаса ҫӗнетрӗмӗр тата 24-шне юсамалла.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Эпир ялсенчи шкулсенчи 69 спортзала тӗпрен юсаса ҫӗнетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи ачасем пӗрле старта тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех