Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑм (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Окопра ларма ҫемҫе пултӑр тесе, ку вырӑнтан кӑштах аяккарах кайса, курӑк татрӑм та лармалли ҫӗре тирпейлӗ сарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Хӑвӑртрах хатӗрлен! — терӗм те эпӗ, гранатӑсене бруствер ҫипе хатӗрлесе хутӑм, винтовкӑна хытӑрах чӑмӑртаса тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хам мӑн кӑмака ҫине хӑпарса выртрӑм, Ҫеруша каллех утиялпа чӗркесе хутӑм — луччӑ лайӑх ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ҫерушӑнне ҫӑматтине хыврӑм, хӑйне утиялпа чӗркесе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Витререн типӗ турпас таткисем илсе хутӑм, вута вӗрсех чӗртрӗм те картишне тепӗр хут тухрӑм: ыран валли шыв кӳмелле, вутӑ кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Кунта килсенех куҫ хывса хутӑм та вара…

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Хӑйӑр ҫинче хӗртӗнмелли капӑр костюма якатса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Нӳхреппе юнашар, чул хӳме ҫумне, шӑтӑк чаврӑм та мулӑма хупах ҫулҫипе чӗркесе, шӑтӑка хутӑм, ҫиелтен тӑпрапа витрӗм.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ тӑватӑ обойма илсе кӗсьесене икшер обойма чиксе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫатюк амӑшӗ пӳрте кӗрсе кайсан, эпӗ вӗрлӗк хушшипе пахчана кӗтӗм те пӗр сухан ҫулҫи татса илсе папка ӑшне хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кивӗ кушил тӗпне чӳпӗк хутӑм, чей чӑмӑрӗпе шыв лартса патӑм, чӗпсене вырнаҫтарса вырӑн айне лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сывлӑш тӑвӑнни иртсен, шӑппӑн хушса хутӑм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ, ачана хӳтӗлесе, ӑна хам кӗлеткепе пӳлсе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лаштӑрах ывӑнман пулин те, майӗпен ман куҫ хупанкисем те йывӑрланса килчӗҫ, кукӑрӑлса тӗршӗнтӗм те лӗпсӗрӗлтӗм — пуҫӑма чӗрҫи ҫинчи чӑматан ҫине хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Эппин, такам кунта нумаях пулмасть йытӑсене шӑмӑ пӑрахса хӑварнӑ, — ӑспа ҫавӑрса хутӑм эпӗ — Шӑммисене вара пурне те хура йытти никампа пайламасӑр, хӑй ҫеҫ кӳпсе-хыпса ярасшӑн пулас».

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑха ҫӗнӗлле аталантарассишӗн Аркадий Павлович Айдакпа пӗрле 20 ҫул вӑй хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

— Эсӗ килнӗ ҫӗре салма яшки пӗҫерсе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Миххе хӑвӑрт карӑнтарса вар тӗпнелле тӑсса пӑрахрӑм та унӑн сарлака анипе шӑтӑка хупласа хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Манӑн укҫа татах та пурччӗ, эпӗ каллех кӑларса хутӑм.

У меня еще были деньги, и я поставил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех