Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпине (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн район та ку отрасле, Чӑваш енӗн ҫӗршыври мухтавне хӑйӗн тӳпине хывать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Пурӗ агрофирмӑра 37 ҫын тимлет, кашниех хуҫалӑх аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывать.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Вунӑ ҫуллӑхри наукӑпа технологи пуҫаруллӑхне тӗпе хурса, студентсем, тӗпчев ӗҫӗнче палӑрнисем хӑйсен тӳпине хывса, ыттисемшӗн паха проектсем хатӗрлеме пултарайраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Пархатарлӑ ӗҫе вӑрнарсем хӑйсен тӳпине хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗшӗн, ырӑ малашлӑхшӑн! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11517-c- ... shl-khsh-n

Те эрех, те сасартӑк капланса килнӗ хуйхӑ ҫӑвар тӳпине йӑлтах типӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӳрт тӳпине курасчӗ тесе, чӗвен тӑрса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ ят ҫӗрне ҫеҫ мар, вунӑ ят тӳпине те ним мар вырса тухма пултарассӑн туйӑнать ӑна.

Ему кажется, он бы с такой же легкостью справился не с двумя положенными ему наделами, а и со всеми десятью.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыттисем хӑйсен тӳпине ӗҫленӗ — шалча каснӑ, шыв ӑсса килнӗ.

— Остальные уже внесли свою лепту: заготовили в лесу кол, принесли воды с родника…

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑйӑрне ашшӗ ачисем илме пултарассине асра тытса ҫакнӑ-мӗн хампар тӳпине — шӑп икӗ каштан варри тӗлне, каштасем ҫинчен алӑ ҫитмелле мар ҫӗре ҫакнӑ.

Видимо, отец понимал, что девчонки будут не прочь полакомиться орехами, и повесил мешок как раз в центре меж двух перекладин, откуда его детям было не достать.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрача хӑйӗн тӳпине витрене чиксе кӑларчӗ.

Ульди обмакнула свой хлеб в ведро с водой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑрт тӳпине хӑпарса ҫитнӗ те каялла вӗҫтере панӑ, унтан ҫемҫе юр ҫийӗпе ыткӑнса шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ансӑр питлӗ ҫын хӑй тӳпине янк ҫеҫ ҫавӑрса хурать те васкаса куҫне мӑч-мӑч-мӑч хупса илет, пуҫ ҫирӗп ларать-ши тенӗ пек, ҫинҫе мӑйне тытса пӑхать.

Золотарь моментально опрокидывает свою и быстро-быстро хлопает бесцветными ресницами, вертит тонюсенькой шеей, словно проверяет ее на прочность.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан куҫӗсене саппун аркипе шӑлса типӗтрӗ те, пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, ывӑлне ҫӗртен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен куҫпа виҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Районти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, Элӗк районӗнчи потребительсен обществи, «Тепловодоканал» общество хӑйсен тӳпине хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Апла пулсан кунта пурӑнакансен хӑйсен тӳпине хывмалла.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Ҫамрӑксем те хӑйсен пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӗн аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Манӑн аттепе анне те ҫӗнтерӗве хӑйсен тӳпине хывнӑ: атте — фронтра, анне — тылра.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Ҫемье ферминче кашни хӑйӗн тӳпине хывать, Валерий Михайловича ывӑлӗсем нумай пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

Кунта Федоровсемпе Семеновсен тӳпине палӑртса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Атя, Павлуш, пӳрт тӳпине хӑпарса шырар, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех