Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнчен (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горовиц васкамасӑр тетрачӗсене пуҫтарчӗ те, директор тӗлӗнчен лӑпкӑн утса иртсе, класран тухса кайрӗ.

Вызванный тихонько собрал тетради и, прошагав мимо директора, спокойно вышел из класса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак шӗвӗр пуҫне кӗреҫе аврине варри тӗлӗнчен ҫапса кӗртетӗн, ытти тӑсӑлакан тӑрӑхне авӑр ҫумне вӗтӗ пӑтасемпе авса тыттаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Укҫа тӗлӗнчен те…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кӑмрӑк ҫӑкӑр тӗлӗнчен иртсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ху пӗлетӗн, ваше благороди, «Пакӑн ращи» тӗлӗнчен ҫӗрле иртсе ҫӳреме икӗ пуҫлӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пакӑш ращи» тӗлӗнчен ҫӗрле иртсе кайма хӑрарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— «Пакӑш ращи» тӗлӗнчен чиперех иртсе кайӑпӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ — шыҫмак улшуҫӗ Ҫтаппана куҫ харши тӗлӗнчен чышса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак йӗксӗк ращи тӗлӗнчен иртсе кайсан, чиперех ҫитеттӗмӗр… — терӗ те Макҫӑм, ҫӗлен сӑхасран хӑранӑ пек, Ҫтаппан ҫумнерех тӗршӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крыльца тӗлӗнчен урамалла виҫӗ хутчен тем тӑршшӗ кӗлте пек вӑрӑм ҫутӑ ӳкрӗ те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хул айӗнчен, шӑп ӳпке тӗлӗнчен лектернӗ ӑна, — ӑнлантарчӗ юлташӗсене Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шашкар тӗлӗнчен, ашшӗ ялӗсем ҫумӗпе иртнӗ чухне Кӗркке куҫҫульпе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шупашкар тӗлӗнчен пӑлхавҫӑсем ҫӗрле иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним мар чиксе пӑрахать хӗр ача мана, ҫӗҫӗпе тӳрех чӗре тӗлӗнчен патлаттарать.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теплере пӗрре юлан утсем тӗлӗнчен ял ҫыннисем пӗччен е иккӗн ирте-ирте кайрӗҫ, тем мӑкӑртаткаларӗҫ пулин те вӗсене пӗри те ҫӑвар уҫса сӑмах хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртмест-ҫке ниепле те, сирӗлмест чӗре тӗлӗнчен.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти боярсем хӑйсем те ҫапла шутларӗҫ пулин те ун тӗлӗнчен чӗмсӗррӗн иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ ҫул тыткӑнра пурӑнса куҫҫулӗ те типсе ларнӑ пуль хӑйӗн, ҫапах ялан йӗрет, тутӑр кӗтессине куҫӗ тӗлӗнчен илмест.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михаил Воротынский воеводӑпа Басманов окольничие крепоҫе Поганӑй текен кӳлӗ енчен, Хилков княҫа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княҫа Елабуга хапхи тӗлӗнчен, Проскуров княҫа Тезицки текен тип ҫырма тӑрӑх, Плешеев княҫа Тюмень хапхи енчен пырса тапӑнма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех