Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗклӗхшӗн пӗри вилчӗ пулсан, ун вырӑнне тепри тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Вӑл тӗрӗс калать. Эсӗ пире кӑна мар, Стенькке утамана та, ялсенчи пиншер-пиншер чӑваш ҫыннине те кирлӗ. Тӑшман сана тытса илсен, пирӗн ҫар сапаланса кайӗ, эсӗ пур чухне чӑмӑртанса тӑрӗ», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайхи Иннокентийрен те усалтарах пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллӑ, хӑвӑр тупа тунинче пытанакан вӑй сире вӗренӳре, ӗҫре те вӑй парса тӑрӗ, пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ҫапла, малалла ҫарпа учет сӗтелӗн ӗҫне мобилизаци хатӗрленӗвӗн, гражданла хӳтӗлевпе чрезвычайлӑ лару-тӑрӑвӑн ятарлӑ программисен пайӗ тимлесе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Тен, лайӑх пӗлӗш е тантӑш шӑпах шӑпа ҫырни пулса тӑрӗ те.

Возможно, хорошо знакомый сосед или одноклассник и есть тот самый суженый.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Хородничану каллех ура ҫине тӑрӗ!

— Хородничану опять войдет в силу!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Атте вырӑн ҫинчен те тӑрӗ.

Отец поднимется с постели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иван Яковлевич Яковлев патриархӑмӑр тата ҫутта кӑлараканӑмӑр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни те пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑрӗ.

Важнейшей датой станет для нас 175-летие со дня рождения патриарха и просветителя Ивана Яковлевича Яковлева.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Пӗрре те ларса канман каччӑ, ӳсӗр ҫын пек сулкаланса, малаллах васкарӗ: Шумилов ҫывӑрса тӑрӗ те хӑйӗн сӑмахне улӑштарӗ тесе шикленчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

РФ Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ эрех 281 тенкӗ тӑрӗ (261 тенкӗ пулнӑ).

По данным Министерства финансов РФ, водка будет стоить 281 рубль (ранее стоила 261 рубль).

Ҫитес ҫултан эрех хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33836.html

Ҫав вӑрттӑнлӑх мана пӗр минут та канӑҫ памӗ, чӗреме кунӗн-ҫӗрӗн кӗве пек кӑшласа тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тыррине сире Сергей ывӑлӑм виҫсе парса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турӑ пулӑшсан (эп иккӗленместӗп, турӑ пирӗн таса ӗҫе яланах хӳтӗлесе тӑрӗ), ҫитес вӑхӑтра сарацинсене пурне те парӑнтарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑна пуҫтарӗ, унӑн ывӑлӗ патшара ларнӑ хушӑра Хусан ханлӑхӗ нихҫанхинчен вӑйлӑ та чаплӑ патшалӑх пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла Вӑрнар муниципаллӑ округ пуҫӗнче шӑпах вӑл тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ - Андрей Тихонов // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11659-mu ... j-tikhonov

Ылтӑн-кӗмӗл ун ҫинче Ҫиҫсе тӑрӗ ярӑм-ярӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Фестиваль мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ?

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Кӑмӑл улшӑнса тӑрӗ, ку пултарулӑх кризисӗ патне илсе ҫитерме пултарӗ.

В течение недели вероятны перепады настроения, которые могут привести к творческому кризису.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех