Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнӗ ҫӗрти сенсорлӑ терминал библиотека паракан пулӑшусем, унӑн ресурсӗ ҫинчен, пулас мероприятисем пирки пӗлтерсе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/

Пушкӑртстан яланах ҫӗршывӑн тӗрек регионӗ пулнӑ, малашне те ҫирӗп регион пулса тӑрӗ.

Башкортостан всегда был и будет опорным регионом страны.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287

Анчах сирӗн ума ансатах мар ӗҫ тухса тӑрӗ, ӑна пурнӑҫлама вӑй нумай кирлӗ пулӗ.

Но вам может достаться нелегкая задача, и чтобы выполнить ее безупречно, потребуется много сил.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнекун вӑй-хал тапса тӑрӗ, пултарулӑх вӑранӗ - ку вӑхӑтпа усӑ курӑр.

Пятница принесет прилив энергии и творческий подъем, используйте это время с толком.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн йӗп-компас ҫав вӗҫӗпе яланах ҫурҫӗр енне кӑтартса тӑрӗ.

Этим концом ваш компас-игла всегда и будет указывать на север.

Компаса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн мӗнле тума пултарать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тен, хӑшӗ-тӗр дизайнер пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Кампа пӑхса тӑрӗ ҫӳллӗ чӳречерен анлӑ, анлӑ уй-хире?

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мероприятин тӗп теми 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене комплекслӑ реабилитаци тытӑмне йӗркелесси пулса тӑрӗ.

Ключевой темой мероприятия станет формирование системы комплексной реабилитации людей с ограниченными возможностями здоровья старше 18 лет.

Пӗтӗм Раҫҫейри II форум-курав октябрь уйӑхӗнче Уфара пулать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3423031

Юратнӑ ҫынран ытлашши нумай ыйтсан уйрӑлас хӑрушлӑх тухса тӑрӗ.

Если повысите свои требования к партнёру, то это приведёт к размолвкам.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑш десант ҫарӗсен ветеранӗсем тӑрӑшнипе тунӑ палӑртнӑ бюст пирӗн ҫӗршыва тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен десантниксен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен аса илтерекен вырӑн пулса тӑрӗ.

Установленный стараниями ветеранов ВДВ бюст станет знаковым местом, напоминающим нам о подвигах десантников, защищающих нашу страну от внешних угроз.

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3371740

Пирӗн хаҫат редакцийӗ округри шкулсен пурнӑҫне, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне, ҫитӗнӗвӗсене ҫутатсах тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Ҫак ҫул сирӗншӗн професси суйлавӗнче тата малалла пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче палӑракан вырӑн пулса тӑрӗ.

Этот год станет для вас определяющим в выборе профессии и дальнейшего жизненного пути.

Аван-и, шкул! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ul-3415040

Энерги тапса тӑрӗ.

Энергия зарядит на полную катушку.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак ҫӗнтерӳ коллектива ҫӳрекенсене малалла та хӑйсен пултарулӑхне аталантарма вӑй-хал парса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%82%d1%8 ... %87%d3%97/

Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсан та вӗресе тӑрӗ, сирӗншӗн татӑлман ыйту ҫук.

За что не возьмётесь, всё «горит» в ваших руках, для вас нет безвыходных ситуаций.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл вунӑ ҫынран тӑрӗ.

Она будет состоять из десяти человек.

Вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... le-3380278

Объект «Шкулсенчи футбол» пӗтӗм Раҫҫейри проекта пурнӑҫламалли тепӗр площадка пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Шкулти пурнӑҫӗ ҫинчен кашни кунах ыйтса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл хута кайсан ялта пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе туллин тивӗҫтерсе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑхасанти поликлиника килес ҫул пӗрремӗш пациентсене йышӑнӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%88a%d1 ... bce%d1%88/

Илемлӗх тӗнчине кӗрсе кайса чунӗпе ҫавӑнта пурӑнса, ҫынсене те ҫавӑнта туртса, вӑл хӑй те илем пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех