Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусне (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӗрсе курам эппин сан паттӑрна, атя, — тесе, Рита тусне хулӗнчен ҫавӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ — юнӑма хам пиччемӗн тусне, хамӑн тусӑма патӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Лайӑх ҫын, уҫӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, ун пеккипе туслашма юрать, — терӗ Таня, тусне куҫӗнчен тӳррӗн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита, хӑйӗн тусне чӑвашла калаҫма хӑвӑртрах вӗрентес тесе, юри вырӑсла сахал калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах пӗр ҫапӑҫура вӑйлӑ аманнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн тусне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Тата тусне мӑшкӑлран хӑтарнӑшӑн ӑш кӑмӑлпа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тусне йӑпатма, унӑн кӑмӑлне ҫӗклеме кирлине ӑнланчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хрестук савнӑ тусне чӑп! чуптуса илчӗ, аллисене вӗҫертсе, уйрӑлса кайма та тӑчӗ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тӑруках вӗҫерӗнеймерӗ: йӗкӗт ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ те — хӗрӗн вут пек вӗри тути ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑтса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗнтерӳшӗн илнӗ парнене Вова Микуль тусне пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне ачашласа илчӗ, унтан мӑйӗнчен йӑлине вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахматека, хӑйӗн паттӑрне, шанчӑклӑ тусне, илмен вӑл, Кӑкшамарта асли туса хӑварнӑ, Усеин-Сеита инкек-мӗн пулсан ӑна ӑс пама, вӗрентме, кирлӗ пулсан Атӑл леш енне пӗр ушкӑн ҫар яма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей хӑйӗн тусне ҫӑварне карсах итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сире сӑтӑр тӑвас тесе нимле усал ӗҫ те туман вӑл, — куҫ-кӗретӗнех хӳтӗлесшӗн пулчӗ Юсуф хӑйӗн тусне.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна вӑл хӑйӗн тусне тата ытти мӑрсасене пин хут кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле тав тумалла ӗнтӗ Ахтупая ырӑ кӑмӑлӗшӗн: хӑйӗн тахҫанхи тусне мӑян ҫулӗнче те какайсӑр лартмарӗ-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапхаран тухсан Ахтупай хӑйӗн тусне тепӗр хут ӑс пачӗ:

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахҫанхи тусне тӗл пулнӑ пек, кулса кӑна калаҫать унпа.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, Твиккан тусне, Палюк мучи Квикка тет.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Анчах хӑйӗн машӑр тусне шыраса тупрӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех