Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнсе (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӑ сӳнсе ларать.

Огонь погас…

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗр уйӑх хушшинче тӗтӗмӗ сӳнсе ларнӑ.

— За месяц его гнездо разорилось.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӑ сӳнсе ларчӗ.

Огонь погас в его руке.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмакара кӑвар майӗпен шӑранса сӳнсе пырать.

Угольки бессильно гаснут, догорая в печи.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ак халӗ вӑл ӗмӗт те сӳнсе ларчӗ ӗнтӗ.

Но теперь и эта мечта оказалась несбыточной.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ӗҫ унпа чарӑнса ларман, мӗншӗн тесен, тӳре-шарасем каланӑ пек, ку вӑл сӳнсе пыракан пушарӑн юлашки хӗлхемӗсем мар, ҫӗнӗрен амаланса каякан хӑватлӑ вут-кӑвар пулнӑ.

Однако желанного спокойствия не наступило, потому что, по словам самих чиновников, это были не угасающие искры былых пожаров, а начинающее возгораться пламя новых грядущих страшных гроз.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ӑс-тӑнӗ ун ҫухалчӗ — Вӑраххӑн ларчӗ вӑл сӳнсе; Пуҫра ун шухӑш муталанчӗ, Асри тӑп тӑчӗ пӳлӗнсе…

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр-пӗр ырӑ ӗҫе курсанах вара пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкет, ун ҫилли ҫӳхе хут ҫурнӑ пекех час сӳнсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑвайт хуманнипе вӑл халь-халь сӳнсе ларас пек вӑйсӑррӑн тӗлкӗшет.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хӗвел сӳнсе ҫӑлтӑрсем ҫутӑлсан, йывӑҫ мӗлкисенчен хӑрамасӑр эсӗ ҫутҫанталӑка тухса ҫар ӑсталӑхне вӗрен.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑвашра та «чаппан вӑрҫи» икӗ эрнерен сӳнсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Кошкинский Мускава тухса кайнӑранпа пирӗн театр сӳнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав мӗнле япала иккен вӑл юрату — пӗр вӑхӑтра мӑкӑнь ҫеҫки пек сарӑлса вутла ҫиҫсе илет те ҫавӑнтах сӳнсе ларать.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳлӗмре тӗттӗм, каҫ пулса килнӗ май кун ҫути сӳннӗҫем сӳнсе пырать.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен ӗмӗчӗ — Учредительнӑй пуху пуҫтарасси — сӳнсе пӑчланасси такамшӑн та паллӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӳнсе пырать пирӗн ӗҫ, Тоня.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑвайт та, вуттине хурса тӑмасан, сӳнсе ларать, кӗлленет.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ку тӑрӑхра пурнӑҫ сӳнсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чӑвашлӑх туйӑмӗ ялта сӳнсе пыни чӗрене ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Башня карлӑкӗ тӑрӑх уҫалса ҫӳрекен Мюргит, вилӗмпе хӑратакан шырлаксенче кӗсменӗсене хуҫакан Бартон, тӑнлавӗ тӗлӗнчи револьверлӑ Фильс — ҫаксем пӗтӗмпех, ахӑртнех, хӑйсене хӑйсем (шухӑшламасӑрах) пурнӑҫ тӗлӗшпе сӳнсе пыракан кӑсӑклӑха тытса пырасшӑн е тытса пыраҫҫӗ; ун тӗлӗшпе сивӗнсе вӗсем ӑна, пурнӑҫа, тӑшман вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, анчах — яланах юнав-хӑрушлӑхра.

Мюргит, прогуливающийся по парапету башни; Бартон, ломающий весла в смертоносных порогах; Фильс с револьвером у виска — все это, по-видимому, бессознательно, поддерживало угасающее любопытство к жизни; охладев к ней, они могли принимать ее, как врага, только в постоянных угрозах.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех