Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнсе (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирле пурнӑҫӗ те ҫапла сӳнсе пырать-ши вара?

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, двигатель чӑхӑмлӑнӑ — сӳнсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫак самантра кухньӑри лампочка мӗлт-мӗлт вылякаларӗ те сӳнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

…Ҫакӑн хыҫҫӑн, паллах, Энтрейпе Унтрей Ивановсем хушшинчи туслӑх вӑйлӑ ҫумӑр айӗнчи кӑвайт пекех сӳнсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫемҫе ҫерем ҫинче ура хытӑрах пусмассерен ҫӗр йӑсӑл-л! туса илет те сӑра кӑпӑкӗ сӳнсе пынӑ пек ҫӑтӑртатса лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак самантрах ун питӗнче тин ҫеҫ выляса тӑнӑ ҫӗнӗ илем ҫил ҫинчи хунар ҫути пек сӳнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Эс тухса кайсан, кун ҫути сӳнсе ларать вара пирӗншӗн. Юрать-ха эс кӑштах лӑплантаратӑн ҫав усал этеме», — тет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чугун ҫул тӗмески урлӑ каҫса, ял ҫумӗнчи ҫеремлӗхе антӑмӑр та, машинӑсемпе бульдозерсен, коперсемпе экскаваторсен шавӗ сасартӑках сӳнсе ларнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл унта тем чӑнкӑртаттарнӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ҫутӑ лап сӳнсе ларчӗ — трансформатор ҫӗмӗрӗлчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Паянхи кунччен унӑн телефонӗ ҫутӑ пулнӑ, паян сӳнсе ларнӑ.

До сегодняшнего дня его телефон был включенным и выключился лишь сегодня.

Ҫухалнӑ арҫын шӑнкӑравласан та тытман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34916.html

Ҫамрӑк ҫыннӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах сӳнсе ларчӗ: тин кӑна хаваслӑн ҫуталса тӑракан сӑн, темшӗн тӗлӗннӗ пек пулса, сасартӑк улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кӑвайт хуллен сӳнсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем каялла ҫунса анчӗҫ те сӳнсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Кӑварсем сӳнсе кӗлленнӗ, пӳлӗмре паҫӑрхинчен те сивӗрех.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ачасен сӑн-питӗнче тӑруках ырлавлӑ, хаваслӑ, таса ҫутӑ лап! сӳнсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗр пуҫламӑшӗнчи ӑшӑ кунсенчен пӗри сӳнсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нивушлӗ иксӗмӗре те ачаранах ӑшшӑн, курӑнми ҫуттӑн ҫутатса тӑнӑ юрату ҫӑлтӑрӗ ҫаплах пӑлт-палт тусах сӳнсе ларчӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем вырнаҫса ларчӗҫ ҫеҫ, ҫутӑ сӳнсе кино пуҫланчӗ те.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗренекенсен революцилле юхӑмне сӳнсе ларма памалла мар.

Движение учащихся не должно пострадать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех