Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑтӑрса (тĕпĕ: сӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хальлӗхе нимӗн те калаймастӑп, юлташсем, — ал тупанӗпе янаххине сӑтӑрса илчӗ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамсенче пӗр ҫын та ҫук, темле усал чир сӑтӑрса тухса кайнӑ тейӗн — пӗр чӗрчун та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Э-э, тусӑмсем, Мускава илсе кайрӗҫ пулсан пӗлсех тӑр — секим башка, — Камай аллипе мӑйне сӑтӑрса пуҫне касса татнӑ пек туса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Колхозра ӗҫлесшӗн мар, анкарти вӗсене ытларах пар, — хутшӑнать анчахрах витерен тӑрса тухнӑ Йӑван, шыҫса ларнӑ куҫ хупаххисене сӑтӑрса.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

«Арҫын ачасем пулсан та урай сӑтӑрса илме, чашӑк-кашӑк ҫума кахалланса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑ савӑнтарать», - тет Мария.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ҫав хушӑра Ваҫук йыттине сӗлӗ кӗселли ҫитерчӗ, яланхи пек сӑтӑрса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Хӑлха патӗнчен кӑчӑрт! тутарса касрӗ, ҫав вырӑна ҫемҫе япалапа сӑтӑрса ҫурӗ, вара, питӗ шӑршлӑ эмел сапса, пуҫа тата мӑя ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Да, каяс пулать, — килӗшрӗ тимӗрҫӗ, хура кӑтра ҫӳҫне пысӑк аллипе каялла сӑтӑрса.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пит хӑрушла ӗҫ ку, — сӑмах хушрӗ Иванюк, мӑнтӑр питне ал тутӑрӗпе сӑтӑрса илсе.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫын ман пӳрнене тытса кӗсле хӗлӗхӗсене ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен сӑтӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне манӑн йӗпе пуҫа аллипе сӑтӑрса якатрӗ, кӗпе ҫинчи ҫӳп-ҫапсене илчӗ, мана ҫавӑтрӗ те, килелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шакӑр шӑмӑ кӗрет ун ытамне, питне хытӑ сухал сӑтӑрса илет.

Обнимая их, он ощущает в руках худые, костлявые тела, небритые щетинистые лица колют щеки…

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраса вӑраннӑ Янтул пӗр ӑстрӑм ахлатса урине сӑтӑрса выртать.

Проснувшись от собственного крика, Яндул потер ноющую ногу.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла, тен, пӗр-пӗр чул катӑкӗпе сӑтӑрса ҫийӗнтерес ӑна, хӑй татӑлнӑ пек курӑнтӑр?

тогда, может быть, перетереть ее острым камешком, будто она сама истерлась?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Асли йӗкӗт ҫине кӑлин пӑхрӗ те хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене ҫара аллипе сӑтӑрса илчӗ.

Яндул зыркнул на Спиридона узкими глазками, сжал кулаки.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урисем ҫӑмӑл ачалла чупса каясшӑн, Ивук хӑйне чарса пырса майӗпен те ҫӗре сӑтӑрса иле-иле пусать.

А молодые ноги так и подмывают побежать;

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ачашланнӑ пек ҫепӗҫҫӗн авкаланкаласа черчен аллисемпе ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркисене тутри айне сӑтӑрса кӗртнӗ.

Вот она, по-детски неуклюже, убирает со лба нежными руками выбившиеся прядки.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вутне кӑвартан мар, патакпа патак сӑтӑрса тивертмелле, «ҫӗне» вут чӗртмелле.

Причем огонь обязательно должен быть «новый» — полученный от трения деревянных палочек.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк чӗтрекен аллипе питне сӑтӑрса илет.

Салагаик дрожащей рукой утирает с лица пот.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫа хӑйӗн пысӑк хӗрлӗ аллипе ҫӳҫне тутри айне сӑтӑрса кӗртрӗ, тарӑхнине кӑтартас мар тесе Савтепи еннелле мар, таҫта айккинелле пӑхрӗ, Савтепи куҫӗсем те халь ӗнтӗ паҫархи пек йӑлкӑшмаҫҫӗ.

Пазя, лихорадочно заправляя большой красной рукой выбившиеся из-под платка пряди, старается скрыть свою обиду и смотрит куда-то вдаль, мимо Савдеби.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех