Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑтӑрса (тĕпĕ: сӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттине юпа ҫумне сӑтӑрса пылчӑкран тасатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ ӑна хӑйӑрпа сӑтӑрса тасатрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вара вӑл ҫавӑнтах сылтӑм аллипе питне хупларӗ те унтан ҫав аллипех ерипен куҫӗ патӗнчен пуҫласа янахӗ патне ҫитиччен сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Паланов сайра сарӑ ҫӳҫне аллипе сӑтӑрса илет кӑна — лӗкӗ вӗлтӗртетсе тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пар-ха мунчалуна, ҫурӑмна ӗмӗр асӑнмалӑх сӑтӑрса кӑтартам, — терӗ вара кӑмӑлсӑррӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑшместӗр нимӗн те хуравламарӗ, пӗшкӗнче те хӗҫне курӑк ҫине сӑтӑрса тасатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пыльчӑкланнӑ аллипе сӑмсине сӑтӑрса илчӗ те, юн юхтара-юхтара, тепӗр ҫын патне шума тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Йывӑр ҫын ӳт-пӳне сӗрме, шӑмми-шаккине сӑтӑрса ҫемҫетме тӗрлӗ ҫу, сӗткен хатӗрлеҫҫӗ, пилӗк ҫулҫӑллӑ ашни курӑка хуранра вӗретеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суран айккине таса ӑшӑ шывпа сӑтӑрса ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл ҫавӑнтах шыв ҫулне кӑвак тӑмпа пӳлсе хучӗ те лакӑмри пулӑсене карттуспа сӑтӑрса илсе тытма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл куҫӗсене сӑтӑрса илчӗ те тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шурӑ халатлӑ, тирпейлӗ ҫыхнӑ шурӑ тутӑрлӑ Верук… тин кӑна тӗнчене тухнӑ пӑрӑван тути-ҫӑварне таса алшӑллипе сӑтӑрса тасатать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Зала ытларах мастикӑпа сӑтӑрса ҫутатнӑ урай, ӑна талккӑшӗпех хупласа хунӑ чечеклӗ, хаклӑ кавир, диванпа креслосене витнӗ палассем тата коньяк тултарнӑ, сервант сентрисем ҫине ӗретлесе лартнӑ шкальккӑсем хӑт кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗҫех карчӑк аллине питшӑллипе сӑтӑрса типӗтрӗ те ҫамрӑксене сӗтел хушшине чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мӑнтӑркка Павӑл, сӗлӗ кӗлти, — пит-куҫӗнче ӑшӑ кулӑ выляткаласа, уфла-уфла хушса хучӗ ҫава шулапне халӗ ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ курӑкпа сӑтӑрса тасатакан кӑтра хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, ҫамки ҫине шатра хӑпарса тухнӑ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мӗнех, килте, общежитире, пахалӑхне тавӑрса, ку сахӑра шӑл тасатмалли щеткӑпа сӑтӑрса, марльӑпа шӑлса, уф! уф! вӗрсех тасатма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яланах тирпейлӗ те тӑп-тап ҫӳрекен Таиҫ аппа халат ҫийӗн ҫакса янӑ саппун кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса куҫӗ хӗррисене, шуранка питне сӑтӑрса илчӗ те ахлата-ахлата калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ванюк сап-сарӑ ҫӳҫне аллипе сӑтӑрса илчӗ, кӑн-кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗкӗр ҫине пӑхнӑ май, вӑл аллипе янаххине, питҫӑмартине, пуҫ тупине сӑтӑрса илчӗ, хӑйне хӑй кӑмӑллӑ пулчӗ.

Продолжая глядеться в зеркальце, он провел рукой но подбородку, по щекам, по макушке и остался очень доволен.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пынӑ ҫӗртех вӑл шлепкине хывса ҫамки ҫинчи тарне сӑтӑрса илчӗ.

Па ходу он снял шляпу, вытирая пот со лба.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех