Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кам суйса панӑ сана ман пирки?
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Миша суйса ҫырман пулӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эппин, эс суйса каларӑн, мана юрататӑп тесе? — кӳреннӗ пек пулчӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ку сана — аҫуна суйса каланӑшӑн.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗкӗтепе пирус туртма мар, картла выляма кайрӗҫ унта, — суйса каларӗ Павлуш.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сулейман патшине хам куҫпа куртӑм, оглы-мать их бей! — ӗнентеретчӗ тепӗр чух Сарт Ҫеменӗ, суйса каланине хӑй те сисмесӗрех юлса.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Детрейӑн чикӗллӗ шалӑвӗпе тата хӑйӗн укҫине вӑрттӑн хушса, — чӑн та, ҫакна вӑл питӗ лайӑх суйса упӑшкин укҫиех тесе «саккунлатать», — Джесси пӳртне питех те чаплӑ хӑтлӑха ҫавӑрчӗ, хӑйӗн маттурлӑхӗнчен хӑй те чӑнласах тӗлӗнет.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗтӗм командӑри пӗр ҫынна та вӑл усал пӗр сӑмахпа та кӳрентермен, пирӗн ӑрат вара — мӗн суйса пӑтратмалли унта — питех те чӑпар халӑх.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗркемсене йӑта-йӑта куҫарать, япала ҫӑвать е ҫӗлет, хӗҫ-пӑшалне тасатать, кая юлнисене васкатать, тепӗр чух вара хӑйне чирлӗ тесе суйса ӗнентерме хӑтланакан ҫине пушшине ҫӗклет.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ ӑна ӗҫ епле пулнине чӑннипе каласа патӑм; манран Выселкӑра пулнипе пулманни ҫинчен малтанхи хут ыйтнӑ чухне Федяна юлташ тесе шелленипе суйса калани ҫинчен те чӑннипех каласа патӑм.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ку аван-ха, Выселкӑра пулнӑ пулсан, эпӗ темӗншӗн иккӗлене пуҫларӑм, Федькӑран тӗпчеме те тытӑнмарӑм: вӑл суйса пама ӳркенсех тӑмасть.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Анчах, шел, пупсем суйса тултарнӑ, — тесе шухӑшларӑм, — этемӗн нимӗнле чунӗ те ҫук.«Жалко только, что попы наврали, — подумал я, — и нет у человека никакой души.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑй енчен Давенант пӗртте иккӗленмест: вӑл тарнӑ хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнине Георг Ван-Конет питӗ лайӑх пӗлет, фактсене суйса кӑтартма е арестленӗ Тиррей тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пуҫласан пачах пӗтерме хӑтланатех.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Баркет пирки пирӗн каярахпа тӗплӗнрех пӗлме май пур, анчах тӗп пӗлтерӗш Сногден суйса евитлени ҫеҫ мар.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ ӑна темӗнле те суйса каларӑм.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑй вӑл — йӗксӗк, манӑн виҫӗ векселе суйса алӑ пуснӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Беппопа пулса иртнӗ пирки Дюк каласа пани — суйса, ӳстерсе кӑтартни мар.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Эсир мана аптӑратсах ятӑр; ӗненсемӗр, пурнӑҫра эпӗ нихӑҫан та суйса курман.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Мӗнех, ун пек пулсан, Ваньккана ӑҫта шырамаллине суйса кӑтартӗ те, май тупса, милицие кайса евитлеме тӑрӑшӗ…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑна ҫурчӗн хуҫи Волков, вӑтам пӳрен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех, сарлака та пӑлатна, аллӑсене ҫитсе пыракан арҫын, интеллигент пек тумланма юратаканскер, Валета лайӑх паллать пулас, унран та, Калюковран та документ ыйтмарӗ, килен-каянсен кӗнекине суйса каланӑ хушаматсем ҫырса хунипех ҫырлахрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.