Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахалтарах (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тасаран ҫавӑн пек мӗскӗнленес килмест Тарановӑн, ҫавӑнпа та редакцисене вӑл сахалтарах ҫӳреме тӑрӑшать, унта ӗҫлекенсемпе мӗн ҫинчен те пулин калаҫмалли тупӑнсан чылай чухне телефона шанать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пӗлтӗр пулнӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсем, планпа пӑхса хӑварнинчен чылай сахалтарах тухӑҫа пухса илнӗ хӑшӗ-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Ӗҫӗрте хӑрушши сахалтарах тӗл пултӑр, вутпа кӗрешнӗ чухне вара ҫӗнтерӳ яланах сирӗн енче пултӑр!

Пусть в работе будет меньше риска, а в борьбе с огненной стихией победа всегда будет на вашей стороне!

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

Ҫавӑнпа амӑшпе чи кӗҫӗн хӗрӗ аялта ҫывӑрнипе сахалтарах сиенленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Эпӗ ку портрет командир хӗрӗн портречӗ пулни ҫинчен сисмесӗрех сахалтарах шухӑшлама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Зинӑна та укҫа енчен тирпейлӗрех пул, тесе ҫыраттӑм, мана сахалтарах ярсан та юрать, теттӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑнтӑрла иртсен, темшӗн, Етӗрне енчен машинӑсем сахалтарах килме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӗрпе выльӑх-чӗрлӗхе Турӑ вырӑнне хуракан ансӑр тавракурӑмлӑ ҫынсемпе сахалтарах калаҫни усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сахалтарах вӗреннӗ пирки ҫак яла юлнӑ та — вӑл ухмах.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Капӑртарах, хӳхӗмрех тумланса ҫӳрес килет, анчах ялта ун пек хӑтланни усӑсӑр: ваттисем тиркеҫҫӗ, ялти каччӑсем хӑйсем те ҫи-пуҫ хӑтлӑхӗ ҫине сахалтарах пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эп Аркаш ашшӗ ҫинчен сахалтарах ҫырнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Поварсем аша нормӑпа пӑхнинчен сахалтарах хурса параҫҫӗ», — терӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ара, колхоз ӗнисем мана ферма пуҫлӑхне лартни ҫинчен пӗлсен сӗтне качакаран та сахалтарах антарма пуҫлӗҫ».

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сире пула сӗт сахалтарах сумалла-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫил кӑштах лӑпланнӑ та, юр сахалтарах вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пуҫ ал арманӗ пек ҫаврӑннӑ хушӑра ӗҫ ҫинчен сахалтарах шухӑшларӑм пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Пуҫӑм юлашки вӑхӑтра ал арманӗ пек ҫаврӑнать те, ӗҫ ҫинчен сахалтарах шухӑшларӑм пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫӗр ҫинче пӗр усал сахалтарах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ыттисенчен сахалтарах кулчӗ, Ишмук ҫине шанман пек темиҫе хутчен ҫивчӗ куҫӗпе сӑнаса пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех