Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑлама (тĕпĕ: сасӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлместӗп-им, ҫийӗнчех калас-тӑк, эсир собрани пуҫласа янӑ пулӑттӑр, сасӑлама тытӑнӑттӑр; ҫиме юрать-и, ҫук-и?

А то ведь вы, я знаю, начали бы собрание устраивать, голосовать — можно есть или нельзя.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ, саккунлӑ йӗрке тӑрӑх, урӑхла каласан, чин тӑрӑх, кӗҫӗннисенчен пуҫласа сасӑлама тытӑнар.

Итак, начнем собирать голоса по законному порядку, то есть начиная с младших по чину.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Алӑ ҫӗклесе сасӑлама вӑхӑт ҫитсен вӑл вырӑнтан хускалчӗ те лӑпкӑ сасӑпа каларӗ: «Кашни номернех вуласа пытӑм. Ман шутпа, «Чӗкеҫ йӑвине ан салатӑр» повеҫ ку премие илме тивӗҫлӗрех».

Когда наступило время голосовать, поднимая руки, он дернулся с места и сказал мягким голосом: "Читал каждый номер. По-моему, эту премию больше заслуживает повесть "Не разоряйте ласточкино гнездо".

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Эпӗ республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах суйлав участокне ҫитсе пирӗн пӗрлехи пуласлӑхшӑн, хамӑр ачасен пуласлӑхӗшӗн, пирӗн юратнӑ Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн яваплӑха туйса сасӑлама ыйтатӑп.

Я призываю каждого жителя республики сделать свой выбор, придя на избирательные участки, проявив свою ответственность за наше общее будущее, будущее наших детей, будущее нашей любимой России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тюмень облаҫӗнче, сӑмахран, ҫынсене урӑх территорисенче сасӑлама май паракан 900 удостоверени ҫухалнӑ.

В Тюменской области, например, потерялось 900 удостоверений для голосования на других территориях.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Маншӑн 7 хутчен сасӑлама лекрӗ.

За меня пришлось проголосовать 7 раз.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Праймериз кирлех. Пирӗн, суйлавҫӑсен, халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме пултаракан кандидатшӑн сасӑлама тӑрӑшмалла», — ача садӗнче ӗҫлекен Анна Сабина журналистсен ыйтӑвне хаваспах хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫав кун 236 участокра ирхине 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8 сехетчен сасӑлама пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вырӑс депутачӗсем хирӗҫ пулчӗҫ, вара икӗ чӗлхе — патшалӑх чӗлхи тесе сасӑлама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Вулакансене конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе паллашма, вӗсемшӗн сасӑлама ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех