Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытартӑм (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухтарнӑ чух тупасран, эпӗ вӗсене питӗ тӗплӗ пытартӑм.

Я тщательно их припрятал, чтобы не нашли ни при каком обыске.

«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Аппа ӑнсӑртран ҫӗрӗ ӳкерчӗ, юри мар, эпӗ ӑна йывӑҫ хӑвӑлне пытартӑм, вара, вара…

И сестрица не нарочно уронила кольцо, и я спрятал его в дупло, и – и…

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

24. Ҫакна Эпӗ вӗсен ирсӗрлӗхӗшӗн тата вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн турӑм, ҫакӑншӑн Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм.

24. За нечистоты их и за их беззаконие Я сделал это с ними, и сокрыл от них лице Мое.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Халӑхсем пӗлсе ҫитӗҫ: Израиль халӑхне хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗшӗн урӑх ҫӗре куҫарнӑ; вӗсем Ман умӑмра ултавҫӑ пек хӑтланчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм, вӗсене тӑшманӗсен аллине патӑм, вӗсем пурте хӗҫпе касӑлса ӳкрӗҫ.

23. И узнают народы, что дом Израилев был переселен за неправду свою; за то, что они поступали вероломно предо Мною, Я сокрыл от них лице Мое и отдал их в руки врагов их, и все они пали от меча.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать: 5. унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.

4. Ибо так говорит Господь, Бог Израилев, о домах города сего и о домах царей Иудейских, которые разрушаются для завалов и для сражения 5. пришедшими воевать с Халдеями, чтобы наполнить домы трупами людей, которых Я поражу во гневе Моем и в ярости Моей, и за все беззакония которых Я сокрыл лице Мое от города сего.

Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫиллӗм хӗрсе ҫитнӗ чухне сӑнӑма вӑхӑтлӑха санран пытартӑм, анчах ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх парса каҫарӑп сана, тет Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ: 9. Маншӑн ҫакӑ — Ной шывӗ пекех: Ной шывӗ ҫӗр ҫине урӑх килмӗ тесе тупа тунӑ евӗр, Эпӗ сана ҫилленмӗп, сана ӳпкелемӗп тесе тупа турӑм.

8. В жару гнева Я сокрыл от тебя лице Мое на время, но вечною милостью помилую тебя, говорит Искупитель твой, Господь. 9. Ибо это для Меня, как воды Ноя: как Я поклялся, что воды Ноя не придут более на землю, так поклялся не гневаться на тебя и не укорять тебя.

Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗвел ансан, шӑтӑк кайса алтрӑм та вилене пытартӑм.

Когда же зашло солнце, я пошел и, выкопав могилу, похоронил его.

Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм: 21. туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.

20. В ответ Иисусу Ахан сказал: точно, я согрешил пред Господом Богом Израилевым и сделал то и то: 21. между добычею увидел я одну прекрасную Сеннаарскую одежду и двести сиклей серебра и слиток золота весом в пятьдесят сиклей; это мне полюбилось и я взял это; и вот, оно спрятано в земле среди шатра моего, и серебро под ним [спрятано].

Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30. ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; 31. унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32. ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.

29. И заповедал он им и сказал им: я прилагаюсь к народу моему; похороните меня с отцами моими в пещере, которая на поле Ефрона Хеттеянина, 30. в пещере, которая на поле Махпела, что пред Мамре, в земле Ханаанской, которую [пещеру] купил Авраам с полем у Ефрона Хеттеянина в собственность для погребения; 31. там похоронили Авраама и Сарру, жену его; там похоронили Исаака и Ревекку, жену его; и там похоронил я Лию; 32. это поле и пещера, которая на нем, куплена у сынов Хеттеевых.

Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех