Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынине (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукарье, сӑнчӑрти йыттисем хаяррӑн вӗрсе янинчен хапха патне ют ҫын пынине тавҫӑрса, чӳречерен пӑхрӗ те пӗчӗк хапхаран Анук ачине йӑтса кӗнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ — икӗ хӗрарам калаҫса пынине асӑрхарӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Илюш пек чаплӑ вырӑс ним йӗрӗнмесӗр чӑвашпа калаҫса пынине урӑх кам курнӑ!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал вилес пек выртнӑ самӑнтра Ҫтаппан ҫулпа пӗр хӗрарӑм утса пынине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнпур ӗмӗт-шухӑшӗ хура маскӑна ҫӗнтерсе ҫӗр тенкӗ выляса илесси пулнипе Ҫтаппан хӑй тавра хӗрӳллӗ калаҫусем пынине, куракансем хута кӗрсе е хирӗҫлесе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине те йӗркеллӗ ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпир те ҫул ҫинелле пӑхма пӑрахсах пӗчӗк чӗрчун ҫынсем патне хӑюсӑр, асӑрханса утса пынине куҫ хӗррипе сӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Пухнӑ укҫа виҫине иртнӗ ҫулсемпе танлаштарса хакларӗ те — ачасене пулӑшасси ҫуллен вӑй илсе пынине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Юрий Тарасов ентешлӗх ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пынине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Мантӑн-и автобусра мӗн калаҫса пынине?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Малалла ӗҫ-пуҫ мӗнле аталанса пынине эпӗ курман.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Вӑрмана сыхласси хӑй еккипе пулса пынине тин витӗр ӑнланса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисем патне пынине пӑхса ӑмсанаттӑм.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Организаци провокациллӗ ӗҫсем туса пынине пула районта ачасене тӑтӑшӗпе вӗлерни — абортсем, тата урӑх майсемпе пӗтернисем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни кунах, кашни сехетре вӑл хӑйӗн тӑлпӑвӗнче ҫуркуннехи хурӑнри пек сӗткен сарӑлнине, ҫӗнӗ пурнӑҫ вӑй илсе пынине туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ҫитӗп-ха!» — хӑйне хӑй хавхалантарчӗ вӑл, кӑҫатӑ юр ҫийӗн кӑчӑрт-кӑчӑрт туса пынине итленӗ майӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хула халӑхӗ шавласа хӑйсем патнелле пынине аванах курать Ментти.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Анализсем апатра ачасене кирлӗ чухлӗ белоксемпе углеводсем пуррине, килокалорипе ҫусен шайлашӑвне тытса пынине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Кашни ача куҫ умӗнче ӑслӑланса, аталанса чунпа пуянланса пынине курса тӑма, сӑнаса пыма мӗн тери ырӑ…

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Вырӑнти франк чӗлхиллӗ халӑх хӑвӑрт ӳснине пула тата акӑлчан чӗлхи вырӑнӗ майӗпен чакса пынине пула XX ӗмӗрте британсем кунта йышлӑ куҫса килесси майӗпен чарӑнса ларнӑ.

В связи с бурным ростом местного франкоязычного населения и постепенным вытеснением английского языка в XX веке массовая британская иммиграция прекратилась.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех