Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынине (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совхоз автобусӗпе, — кӑлт! сиксе илчӗ Алевтина, куҫӗсене ҫутатса илчӗ, аллине, автобус мӗнле пынине кӑтартса, вӑшт! сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Хама итлеменнине, урлӑ пынине чӑтма ҫук йывӑррӑн йышӑнатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паян тата бригадирпа пӗрле епле ӗҫленине курас килет, тӗрӗсрех каласан, Турунов хӑй епле ӗҫленине, бригадӑна епле ертсе пынине сӑнаса тӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ мӗнле пынине ыйтса пӗлчӗ, пулӑшма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Цифрӑсем кӑтартса параҫҫӗ управлени юлса пынине, Тарас Поликарпович, цифрӑсем, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑхӑчӗ ку, тен, кашни бригадӑна лайӑх пӗлсе ҫитме ытлашшипех те-и, анчах… каларӑм-ҫке Сидоркина, эсир Турунов бригадине тӳрремӗнех хӑвӑр, мана шута хумасӑр, ертсе пынине пула тӗплӗ интересленмен эпӗ вӑл бригадӑпа, терӗм.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен ҫамрӑк ҫын строитель ӑсталӑхӗн чи аялти картлашки ҫине пырса пуснине, унтан вара ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пынине курса савӑннинчен пысӑкрах савӑнӑҫ ҫук маншӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ ҫырура мӗн ҫинчен сӑмах пынине йӑлтах каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен пурте кураҫҫӗ-ҫке-ха, сисеҫҫӗ: СУ прорывра, юлса пынине пӗтерес тесе, пуҫлӑхсем склада та пулин хӑвӑртрах туса ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле шутлатӑн, сенӗкпе хӑмӑл хӑпартса пынине кӑтартакан ӳкерчӗке ответлӑ секретарь йышӑнӗ-ши? — ыйтать вӑл манран.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирвай ятларӗ ӑна: «Пуҫлӑхсене юрама пӗлменнипех харап курчӗ, эпӗ вӑл ялпо председательне е хамӑр урамри бригадира киле чӗнсе пынине пӗрре те астумастӑп, юрать-и ҫапла пурӑнма!» — терӗ, унтан мухтаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пултаруллӑ та ӑста, спортпа туслӑ, вӗренӳре хастар, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене пула, ялсем кунран-кун илемленсе пынине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Пултарулӑха аталантарма, предметсене юратса вӗренме хавхалантарса пынине те каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Вӗсем ачасене вӗрентме хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех яваплӑха туйса, таса чунпа пурнӑҫласа пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Вӗренӳ процессне хутшӑннине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансемпе алла-алӑн тытӑнса, пӗрне-пӗри пулӑшса, май пур таран пӗр-пӗриншӗн кирлӗ проектсемпе ӗҫлесе пынине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров Чӑваш Енре спорт туризмне аталантарса пырассипе курӑмлӑ ӗҫсем туса пынине хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Ҫакӑ ачасем сывлӑха ҫирӗплетме ӑнтӑлнине, вӗсенче патриотизм туйӑмӗ вӑйланса пынине пӗлтерет, пирӗн пуласлӑх пуррине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С. Краснов, регионти ҫӗнӗлӗхсемпе кӗскен паллаштарнӑ май, пирӗн округ бюджета укҫа-тенкӗ пуҫтарас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Ҫакӑн пек чухне «Шанӑҫ телефонӗ» пулӑшма пултарать, ҫавӑнпа та унӑн сумӗ халӑх хушшинче ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех