Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара патша Авессалома чӗнтернӗ; лешӗ патша патне пынӑ, [ӑна пуҫ тайнӑ,] патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; патша вара Авессалома чуптунӑ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн, 15. вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем: 32. Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Коллекци пӗтӗмпе 14 пине яхӑн япаларан тӑрать; вӗсен хушшинче патша ҫемйи усӑ курнӑ япаласем нумай, ҫав шутра VIII Генрих Англи патши, II Генрих Франци патши тата Фердинанд император усӑ курнӑ ҫар тумӗсем те пур.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
7. Ҫиччӗмӗш уйрӑм ушкӑна вун тӑватӑ текст кӗчӗ: «Тӑршшӗ пӗр чике,сухалӗ пӗр хур старик юмаххи», «Тӗнчери мӗнпур чечексенчен пуҫтарса тунӑ кӗпе», «Майра патша хӗрӗ», «Старикпа карчӑк ҫинчен», «Ухмах Иван патша хӗрне качча илни», «Лазар Лазарчпа Иван Иванч патша», «Ҫынна пулӑшакана Турӑ пулӑшать», «Улӑп», «Йӑван тата виҫӗ аслӑ хӗрӗ», «Паттӑрсем», «Кӑвак Сӑкман», «Чоста Йӑван», «Пӑрҫа паттӑр», «Тӗклемес Ҫӗрменти».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.
Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тепӗр чухне пӗр патша хӑй ҫине иккӗмӗш патша килсе тапӑнасран хӑраса, хӑй ҫав патша ҫине кайса тапӑнать.Иногда один государь нападает на другого из страха, как бы тот не напал на него первым.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑшпӗр чухне икӗ патша хушшинче, вӗсенчен пӗри те тепӗр патша ҫӗрне туртса илме пултараймаҫҫӗ пулсан та, виҫҫӗмӗш патша ҫӗрне хӑйсенчен кам туртса илме пултарасси пирки тавлашу тухса каять.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патша тата патшан тарҫисем сирӗнпе пӗрле, патша держави, сире ҫирӗп хӳтӗлесе тӑнине, вӑл сирӗншӗн тӗрек пулнине эсир пӗлсе тӑрӑр.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кунта шухӑшласа тӑмалли ҫук, — пурте куҫ умӗнчех: Николай — патша, Александра — патша майри, Мария — тӑлӑха юлнӑ патша майри, Татьяна тата ыттисем — хӗрӗсем, Алексей, — цесаревич-наследник…
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Иртен-ҫӳрен иностранецсен вара ҫак туйӑм ҫук, мӗншӗн тесен патша Российӗнче вӗсен нимрен те хӑрамалли ҫук; патша чиновникӗсем патшан подданствинче тӑракан ҫынсем тӗлӗшпе ҫеҫ чӑрсӑр хӑтланаҫҫӗ, анчах Англи королӗн е Германи императорӗн подданнӑйӗсем умӗнче хӑйсем чура пулаҫҫӗ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Никам та мар, ҫак патша ывӑлӗ кӑна, патша хӗрне илсе, унӑн кӗрӳшӗ пулма пултарать!» — шухӑшларӗҫ харпӑр хӑй ӑшӗнче патша та, ыттисем те.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Патша ывӑлӗ темиҫе кун патша керменӗнче пурӑннӑ, унтан виҫӗ тусне чӗннӗ те: — Ну, тусӑмсем, кунта визирь ывӑлне хӑварӑпӑр, хамӑр виҫсӗмӗр тепӗр государствӑри питӗ илемлӗ патша хӗрӗ Гуландаз пурӑнакан хулана кайӑпӑр. Пирӗн ҫав хулана каймалла, — тенӗ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Строгоновсем вара патша патне тепӗр ҫыру ҫырса янӑ: «Патша, эсӗ панӑ ҫӗре эпир сана пӑхӑнтартӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ Кучум ятлӑ усал патша сана хирӗҫ тӑрать, эсӗ панӑ ҫӗре пиртен туртса илсе, пире тӗп тӑвасшӑн. Эсӗ пире Урал тӑвӗсен леш енчи ҫӗре илме ирӗк пар. Эпир вӑрҫӑпа кайса Кучума парӑнтарӑпӑр та унӑн пӗтӗм ҫӗрне сана парӑпӑр», — тенӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Патша вилнӗ хыҫҫӑн ун Муана ятлӑ аслӑ арӑмне патшана лартмасан, Муани-Лунга ҫӗрӗсене кӳршӗри Укусуна тытса тӑракан патша туртса илет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Папирус лартса карта ҫавӑрнӑ ҫӗр татӑкӗ, ун ҫинче патша чурисем пурӑнакан пӗр виҫӗ теҫетке начаркка ҫурт, патша арӑмӗсен темиҫе хижинӗ, унтан ытти ҫуртсенчен кӑшт ҫӳллӗрех те аслӑрах, маниока чӑтлӑхӗ ӑшне путнӑ тембе — акӑ ҫакӑн пек вӑл пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ Муани-Лунга ятлӑ Казонде патшин керменӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑйне ҫапла кӑмӑллӑ йышӑннине кура хӗпӗртенӗ тимӗрҫӗ майра патшаран темӗн те пӗр ҫинчен лайӑхрах ыйтса пӗлес тенӗччӗ: чӑнах-ши вӑл, патшасем пылпа сысна сали ҫеҫ ҫиеҫҫӗ тени, тата ытти те — анчах, запорожецсем хӑйне аякран тӗккелеме тытӑннине сиссен, чӗлхине чарма шут тытрӗ; майра патша стариксем еннелле ҫаврӑнса Сечӑра мӗнле пурӑнни ҫинчен, унти йӑласем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫласан вара, — вӑл кӑшт каярах чакрӗ те, кӗсйи патнелле пӗшкӗнсе: «Илсе тух мана кунтан хӑвӑртрах!» терӗ те, самантрах шлагбаум тулашне ҫитсе тӑчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тахҫанах-ха вӑл, унтанпа ӗнтӗ вӑхӑт питӗ нумай иртнӗ, Аслӑ Кӗтерин патша Крыма кайнӑ чух — ҫак хальхи голована майра патшана ҫул кӑтартса пыраканни пулма суйласа илнӗ; ҫул ҫинче вӑл икӗ куна яхӑн ирттернӗ; ҫав икӗ кун хушшинче майра патша кучерӗпе юнашар ларчӑк ҫинче ларса та курнӑ.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.