Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ни сăмах пирĕн базăра пур.
ни (тĕпĕ: ни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак хушӑра ни кичемлӗх, ни ывӑнни, ни ӗмӗр-ӗмӗрех вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳреслӗх хӗрӗвӗ пӗр хут та йӑшӑл тумарӗ ман чунӑмра.

Ни разу ни скука, ни утомление, ни вечная страсть к бродячей жизни не шевельнулись за это время в моей душе.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл мӗн виличченех манпа кунсерен курнӑҫатчӗ, эпӗ каланине хисеп тӑватчӗ, анчах ҫапах та пирӗн хушӑра ни пурӑнӑҫ йӗркисем тӗлӗшпе, ни пуҫри шухӑш тӗлӗшпе, ни йӑласем тӗлӗшпе нимӗнле пӗрлӗх те пулман.

До самой кончины своей он почти каждый день со мною виделся, дорожа простою моею беседою, хотя ни привычками, ни образом мыслей, ни нравом мы большею частию друг с другом не сходствовали.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тӑлӑх арӑм табак туртма хушмасть, кӑшкӑрма хушмасть, ни анаслама, ни карӑнкалама, ни халӑх уменче хыҫкаланма та хушмасть.

Курить вдова не позволяет, орать не позволяет, зевать тоже, ни тебе потянуться, ни тебе почесаться, особенно при гостях.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тери хитре тумтир, унпа ни ҫӗр ҫине ларма, ни выртма, ни ӑҫта килне унта чикеленсе ҫӳреме те юрамасть.

И такой он, прах его побери, чистый, что ни тебе лечь, ни тебе сесть, ни по земле поваляться.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ни шуйттанне, ни туррине курман.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ни ӗҫлеме, ни йӗркеллӗ канма памасть.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ни тунсӑхламасть вӑл, ни тӗл пуласшӑн ҫунмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

«Пӑхма нимӗн те мар. Ни кӗлетки-ҫурӑмӗ, ни илемӗ. Анчах ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулас вӑл», — шухӑшларӗ Толя, ҫамрӑк ҫине хисеплесе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ни йӗркеллӗ ҫемье ҫук, ни ачасене ӳстерсе савӑнаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Аппа ни савӑннине, ни тарӑхнине палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Ах, Илляна ӑсатма манӑн ни сӑра, ни кукӑль-икерчӗ ҫук, — хыпкаланса ӳкрӗ вӑл, вара кӗлтине ҫыхса тӗм ҫине хучӗ те васкасах ялалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Ни в воде мы не утонем, ни в огне мы не сгорим» текен юрра ӗнӗрлекелесе, киле ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чи хӑрушши кунта — тӑван амӑшӗ хӑйӗн ачине ни чӑвашла, ни вырӑсла мар чӗлхепе муталаса пурӑннийӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ни пӗрлешмеҫҫӗ вӗсем, ни уйрӑлса каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫут ҫан-талӑк паманнине ни туртса илме, ни укҫалла туянма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тем тӗрлӗ тӑрӑшсан та лаша ни ҫывӑхра мар, ни аякра та мар.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Алӑка уҫнӑ та ни малалла иртме хӑяймасть, ни каялла чакма аптӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑнланать, туять пӗчӗк Вихтӗр: чуна хаваслӑх кӳме пултаракан ҫавнашкал ҫутӑ кӗленчене ни амӑшӗ, ни аппӑшӗ сивӗ сенӗке кӑларса хурас ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кун хыҫҫӑн, килте ни ларма, ни тӑма та май ҫукран, урама тухрӑм та тахҫантанпах сӗкӗнекен Гарри патне шӑнкӑравларӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех