Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗнче (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нумай мар, ҫу кунӗнче те ҫич-сакӑр литр кӑна, — бригадир «Волга» аппарата епле тыткаланине куҫ илмесӗр сӑнать Аля.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Кӑҫал ҫӗр ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗнче ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Эпир унччен те ҫулталӑкне икӗ хутчен 1-мӗш июньте тата тӗрӗ кунӗнче ҫуралнисене пӗчӗк парнесене тиӗҫтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Тӗл пулӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче вулавӑш ӗҫченӗсем Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗн, Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн, Николай Фёдоровӑн «Во дни сомнений» кӗнекипе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Пӗлӳ кунӗнче 11-мӗш класа ура ярса пусакансем класс ялавне йӑтса шӑнкӑрав янраттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

М.Акмулла ячӗллӗ БГПУ умӗнчи площадьре икӗ конкурс кунӗнче куракансем вырӑс каҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра "Тӑван ҫӗр юрри" вырӑссен авалхи юрӑ конкурсӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... et-3270674

Паян, 2023 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Зауралье-2023» инвестици сабантуйӗн пӗрремӗш кунӗнче, бизнес-шерифсен Регионсем хушшинчи II форумне старт панӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян Пӗтӗм Раҫҫейри V "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗ ӗҫлеме пуҫлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... at-3272636

«Ҫӗнтерӳ кунӗнче эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ирсӗр тӑшмана тӗп тунӑ Совет салтакӗсен умӗнче пуҫ таятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/

Пӗрлехи информаци кунӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев республика уйӗсемпе вырӑна тухса паллашрӗ, ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи «Пионер» агрофирмӑна тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен «Мелилотус» кооператива та ҫитсе курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Информаци кунӗнче пӑхса тухмалли тӗп ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫул-йӗр пахалӑхне кирлӗ шая ҫитересси.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Пӗтӗмлетӳн юлашки кунӗнче пулас салтаксене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Елчӗкри 44-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Василий Григорьев, Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланисен округри пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Павлов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗшӗнче те — Елчӗксем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b8%d0%b ... %b5%d0%bc/

Виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗн юлашки кунӗнче пуҫламӑш шкул ачисене иртерех ячӗҫ.

В последний день третьей четверти всю начальную школу отпустили домой пораньше.

Кучченеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/609

Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ.

В Чебоксарах один мужчина в полдень потерял ребенка.

Маршруткӑри ачана пула пакунлисене ура ҫине тӑратнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34963.html

Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, сире, хаклӑ ентешсем, ҫак сӑмахсемпе саламлатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Конкурсӑн пӗрремӗш кунӗнче вӗрентекенсен урок тата воспитани ӗҫне мӗнлерех ирттернине кӑтартмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх майӑн 1-мӗшӗнче — Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗн кунӗнче округри Тӗп лапамри Хисеп хӑмине ҫӗнетрӗҫ — кӑҫалхипе 11-мӗш хут.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Куракансем илемлӗ кӗске фильмпа Чӑваш чӗлхи кунӗнче паллашма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фильм ӳкереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60649

Пӗрремӗш вӗренӳ кунӗнче кушак ҫурисӗр пуҫне нимӗн те астуса юлмарӗҫ.

и, кроме котенка, из целого дня ничего не запомнили.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ҫу кунӗнче юр ҫуни те пулать, хӗлӗпе пӑрлӑ ҫумӑр ӳкни те шар кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Пӗрлехи информаци кунӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин культура ҫуртӗнче халӑхпа тӗлпулу ирттерчӗҫ, унта кун йӗркинчи темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех