Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ клуб ӗҫӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ чылай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ: санитарипе эпидемиологи заключенине илмен, гигиена енчен вӗренмен, медосмотр тухман.

В работе данного клуба Управление Роспотребнадзора по Чувашии выявило ряд недочетов: не получено санитарно-эпидемиологического заключения, не проводилось обучения по соблюдению гигиены, не проходили медосмотр.

Палатка лагерӗшӗн штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35722.html

Ҫыран хӗрринче шыва кӗме юраманни ҫинчен калакан аншлагсем те вырнаҫтарнӑ, анчах та алкоголь ӗҫнӗ ҫын ҫакна шута илмен.

Куҫарса пулӑш

Хӑтаруҫӑсем шыв ҫинчи хӑрушлӑха сирсе янӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... tn-3387936

Манӑн атте нихӑҫан никамӑнне нимӗн те илмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кайран таҫта хурала кайса кӗнӗ — унта та нумай тытӑнса тӑрайман, тапса кӑларса янӑ, ун хыҫҫӑн парикмахере вӗреннӗ тет те вӑл, чут ҫеҫ суда лекмен, — ӳсӗр пуҫпа пӗр ҫынна хырма тытӑнса, кӑшт кӑна унӑн ҫур янахне касса илмен

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Туртса та илмен.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Укахвипе вӑл нихҫан та шӳтлемен, кулса та илмен, ачаш сӑмах та каламан ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах пирӗн чӗлхесене сутӑн илмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Илмен вӗсем Макҫӑма хӑйсемпе пӗрле.

Не взяли они с собой парня.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Ҫемьене йывӑр килнӗренех амӑшӗ Лидия Егоровнӑна вуҫех те шкула яман, пӗр класс та пӗлӳ илмен, алӑ пускалама ҫеҫ хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Турра нихӑҫан та аса илмен ҫӗртен…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сисме тытӑннӑ, анчах чӗрене ҫывӑх илмен.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Паҫӑр ирхине, сире кӗтме сӑмах панӑ чухне, кӳршӗ районти колхоза каймаллине аса та илмен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Куҫӗсем ҫивӗч пулманнипе ҫул ҫитнӗ каччӑна салтака илмен.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Лайӑх пулса тухнӑ пек те, анчах та «-мӑш/-мӗш» аффикс хушса тунӑ сӑмахсем негативлӑ пулнине шута илмен.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Укҫа ахальтен кӑларса илмен иккен Трахви — ун аллинче кӗҫех ҫур литр кӗленчи йӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна ҫеҫ-и, ача чухнехи тусне Якура та маннӑччӗ темелле: ҫав икӗ ҫын ҫӗр ҫинче пурӑннӑ е пурӑнман-и, уншӑн пурпӗрех пулнӑ — вӗсене нихҫан та аса илмен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑнасси килнӗ Ярабаевӑн, Илья Семеновича фермӑра шута илмен ӗнесем вӑрттӑн тытма хушать, анчах лешӗ унӑн сӑмахне хӑлхана та чикмест: «Ултавпа инҫетех каяймӑн — ун вырӑнне пирӗн ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатасчӗ, выльӑх апачӗ ытларах хатӗрлесчӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов акӑ «нит» сӑмах хӑйӗн инициалӗ пек янранине ку таранччен аса та илмен, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа та пӑхман, анчах Мерчен Мишши паян каҫса кайсах ахӑлтатрӗ ав.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Талантсӑр ҫынах пулман-тӑр, ахальтенех ӑна ялтан хулана чӗнсе илмен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурса Ҫӗнӗ Шупашкарта ирттерме ахальтен суйласа илмен.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех