Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Павӑл ятлӑскер, пӗр чӑваш ачи, савнӑ пулать пӗр хӗре, анчах качча илмен, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Улпутсен сутӑн илмен ҫӗрӗсем хура халӑх аллинче пулмалла, вӗсем пӗр укҫасӑр халӑх аллине куҫмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑҫал Павлушран хваттер укҫи илмен, ялти аппӑшӗнчен ыраш ҫӑнӑхӗ е кӗрпе илсе килнӗ Лисук, хӑш чухне — така какайӗ, ҫӑмарта парса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

…Эльгеев визитшӑн пилӗк тенкӗлӗх хут укҫа парасшӑн пулнӑ, анчах Казем-Бек илмен.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитменнине, пӑхӑр укҫа хушшинче икшер пуслӑх кив укҫа та пулнӑ, ӑна лавккара илмен ачасенчен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗренме килнисем хушшинче ҫичӗ ҫултисем те, каччӑсемпе хӗрсем те пулнӑ, анчах Эльгеевӑн Павлушне илмен: ҫулӗ ҫитмен тенӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Эверкки хӑй валли начарскерне суйласа илмен, — вӗлтлетрӗ хӗрарӑм пуҫӗнче шухӑш. — Пӑхӑпӑр, малалла мӗнле юрлама пуҫлӗ?»

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах шӑпах хӑй патне ҫывхартас, хӑйӗн ҫынни тӑвас текен ҫамрӑк художник ӑна хирӗҫ тӑрасса, унтан та ытларах, Кактышева председательтен кӑларас ыйту тухсан, шӑпах Эверкки ӑна хирӗҫ хӗрӳллӗ сӑмах каласса асне те илмен, паллах, ватӑ тилӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Нихӑҫан та курман тӑрӑмсен ушкӑнӗ, — вӗсенчен эпӗ пӗрне те суйласа илмен пулӑттӑм, — шухӑшӑмсенче, сӑмахсен сайра ҫыхӑнӑвӗнче палӑрать; сӑмахсем — ыйхӑ тӗлӗшпе калаҫнӑ евӗрлӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа салатма вӑй ҫитерейместӗп.

Ряд никогда не испытанных состояний, из которых я не выбрал бы ни одного, отмечался в мыслях моих редкими сочетаниями слов, подобных разговору во сне, и я был не властен прогнать их.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ йӗркеллӗ, пӗлтерӗшлӗ ятарлӑ нимӗнле пӗлӳ те илмен: вӑл, ӑраскалӑм пӳрнипе, пуҫламӑш шкултан тата юлташӑмӑн Андрей Фильсӑн, юхан шыв полицийӗн инспекторӗн ывӑлӗн, библиотекинчи пилӗк пин кӗнекерен тӑрать.

Я не получил никакого стройного и существенного образования; оно, волею судеб, ограничилось начальной школой и пятью тысячами книг библиотеки моего товарища Андрея Фильса, сына инспектора речной полиции.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

«Ҫук… ӗлӗкхи вӑхӑтра эпӗ нихӑҫан та ман атте революционер пулнӑ тесе асӑма та илмен, шухӑшламан та.

«Нет… никогда, никогда в прошлую жизнь я не подозревал и не думал, что отец мой был революционером.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ан тив, вӑрҫчӑрах ҫапӑҫас килекеннисем, эпӗ нимӗҫрен нимӗнле кивҫен те илмен, унӑн та мана памалли нимӗнле парӑм та ҫук!

Пусть воюет, кто хочет, а я у немца ничего не занимал, и он мне ничего не должен!

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эсир пире питех аса илмен, ҫавӑнпа та мӗн ыйтмалли?

— Вы не очень помнили о нас, так что же спрашивать?

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пулман ҫыру, эпир ӑна илмен.

Не было, не получалось письма.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку таранччен Сӑпани ҫут тӗнчере пурри-ҫуккине те аса илмен ҫын халӗ мӗншӗн юлташ вырӑнне хурать ӑна?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин вара пӗр пуслӑх япалана та ыйтмасӑр ӗмӗрне илмен, вӑрҫӑрине шутламасан, никам ҫине алӑ ҫӗклесе курман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗртсе илмен, пит мухтасах ҫырнӑ.

Не поддели, а написали с большой похвалой.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Сан ҫинчен аса илмен кун та пулман ман.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ашшӗ ывӑлне чӗн пиҫиххипех хӗненӗ ун чухне, Юра улттӑмӗш класра ҫеҫ вӗреннине те шута илмен.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех