Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемне (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив ешертӗр ҫӗр пичӗ, ан тив, ешӗл вӑрман пурнӑҫ илемне кӳтӗр!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Этем кунта, ҫутҫанталӑк илемне туйнисӗр пуҫне, хӑйне хӑй чысласа мухтать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Карпат сӑрчӗсенчен пуҫласа Беринг тинӗс пырӗ патне ҫитиччен вӑрман хумханать, кашлать, ҫакна пуян кӗвӗсем, хӑйсен юхӑмӗ илемне пӑсмасӑр, такӑнмасӑр, пӗр-пӗринпе эстафетӑра чухнехи пек улшӑнса, ҫӗкленсе кӑтартса кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта кӗнӗ пӗчӗк калавсем кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен пурнӑҫне сӑнласа параҫҫӗ, ҫавӑн пекех тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑк илемне ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл тӗнче илемне курнипе хӑпартланнӑ, тӗнче, пурнӑҫ илемӗ ҫинчен юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӑртак ӗҫкелесен Герасим Федотович кил картинелле шӑвӑнчӗ, уйӑхлӑ каҫ илемне ытараймасӑр анкартинех тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав мар-и этеме ҫамрӑклатать, унӑн илемне, чысне-ятне, сывлӑхне упрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑм вӑй-халӗпе илемне колхозри кулленхи ӗҫ те, ача-пӑча ӳстерни те типӗтеймен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ах, эсир пурне те асӑрхатӑр-ҫке!» — ҫи-пуҫ илемне курнӑшӑн хӗпӗртесе, хӑйне тата ытларах кӑтартас тенӗ пек, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӗсене кура вӑйпут хӑй те вӑрман илемне ӳкерсе юлас тенӗн унӑн-кунӑн пӑхкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шывра та вӑл вуншар ҫул нимӗн улшӑнмасӑр, ҫӗрмесӗр, хӑйӗн илемне пӗрре те петермесӗр выртма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кӗнекене эпӗ сире Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн илемне курма вӗрентес кӑмӑлпа ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Хӗрсем сисмеҫҫӗ, пӗлмеҫҫӗ: вӗсен илемне чӑваш хӗрачи хытса кайса пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурне те ҫитмелӗх пӗр пек касса илемне пӑсмасӑрах сӗтелсем ҫине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗр-ӗмӗрхи ырӑ хӗвел кӑҫал тӑшман пек типӗтсе хӑртать ҫӗр илемне.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах та чечек илемне сая яма хӗрхенсе, эпӗ пӗр чечекне кӑна кӑпӑклантарса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗри те аташмарӗ тата, кашни хӑйне май килтерчӗ юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Паллах, питӗ кӑсӑк пулнӑ ачасене пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑйсен аллипе вут кӑларма, унӑн асамлӑ илемне курма, унпа киленме.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех