Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемне (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Вырӑс чӗлхине вӗрентекенӗн шкул ачисене чи малтанах чӗлхе илемне туйма майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ӗҫленӗ май кайӑк юррисене тӑнлатчӗ, хушӑран, тавралӑх илемне ытараймасӑр, унталла-кунталла пӑхкаласа илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Йӗри-тавра — ҫуллахи илемне ҫухатнӑ ҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эппин, вӗсене — пӗчӗккисене те, пысӑккисене те — пӗр пек хаклани хӑвӑн пин-пин тӗрлӗ пуянлӑхна, пин-пин тӗрлӗ илемне пурне те хаклани пулать пулӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫуркунне Поляков, комбинезон тӑхӑннӑскер, сап-сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑн-кӑвак куҫӗпе те, кӑлкан пек ҫӳҫӗпе те ҫут тӗнче илемне ҫӗнӗ илем кӳрекенскер, Тимуш патне кӗчӗ те: «Ыран сирӗн пахчӑра сухалама килетӗп, — терӗ, — кӑшт ҫеҫ курӑнакан мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗпе чӗпӗткелерӗ. — Эсир мӗншӗн кашни пахчана карта тытса уйӑрнӑ? Сӳтсе пӑрахӑр пахчасем хушшинчи картасене. Сухалама лайӑхрах пулать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑл шывӗн шӑнкӑр-шӑнкӑр сассине те илтмӗп сансӑр, улӑхри чечексен илемне те курмӑп сансӑр, йывӑҫ-курӑкӑн сиплӗ шӑршине те туймӑп сансӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Апла пулсан, кирлех-и пухӑнма, менелник илемне яма?

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӗвекрех чӑмӑр хулпуҫҫийӗсен, тулли хулӗсен, пӗтӗм хул-ҫурӑмӗн илемне кӳрсе тӑрать ун ҫийӗнчи тумтир.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тургенев, аслӑ писатель Тургенев ҫырса кӑтартнӑ пирӗн тавралӑхӑн тӗлӗнтермӗш илемне.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрарӑм илемне яракан вараланчӑк спецовкӑпа ҫӳремелли ӗҫ юратмалли ӗҫ-и, телей-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пек этем кирек кам ҫӳҫне те вӑхӑтсӑр шуратма пултарӗ, анчах хӑйӗн илемне чакармӗ, танлӑхне ҫухатмӗ, ҫав-ҫавах лӑпкӑн, кулкаласа калаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хумсен илемне курса Шупашкартан Хусана ҫитме ыранах май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Валдай» карапсен тапхӑрӗ пуҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=dmCcClbXVlQ

Ачасене тӑван чӗлхен илемне туйма вӗрентетӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

«Илем» тенӗ чух вӑл пӗр-пӗр хӗрарӑмпа вӑрман, юхан шыв е каҫхи уйӑх ҫутин илемне кӑна асра тытман-тӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чиперккесем илемне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ.

Красавицы показывали не только красоту, но и свой талант.

«Чӑваш Ен мисӗ» конкурсра 10-мӗш класри Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34918.html

Эпӗ малти ретре лараттӑм та, санӑн илемне йӑлтах куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ан тив ешертӗр ҫӗр пичӗ, ан тив, ешӗл вӑрман пурнӑҫ илемне кӳтӗр!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Этем кунта, ҫутҫанталӑк илемне туйнисӗр пуҫне, хӑйне хӑй чысласа мухтать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Карпат сӑрчӗсенчен пуҫласа Беринг тинӗс пырӗ патне ҫитиччен вӑрман хумханать, кашлать, ҫакна пуян кӗвӗсем, хӑйсен юхӑмӗ илемне пӑсмасӑр, такӑнмасӑр, пӗр-пӗринпе эстафетӑра чухнехи пек улшӑнса, ҫӗкленсе кӑтартса кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех