Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемне (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта кӗнӗ пӗчӗк калавсем кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен пурнӑҫне сӑнласа параҫҫӗ, ҫавӑн пекех тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑк илемне ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл тӗнче илемне курнипе хӑпартланнӑ, тӗнче, пурнӑҫ илемӗ ҫинчен юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӑртак ӗҫкелесен Герасим Федотович кил картинелле шӑвӑнчӗ, уйӑхлӑ каҫ илемне ытараймасӑр анкартинех тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав мар-и этеме ҫамрӑклатать, унӑн илемне, чысне-ятне, сывлӑхне упрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑм вӑй-халӗпе илемне колхозри кулленхи ӗҫ те, ача-пӑча ӳстерни те типӗтеймен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ах, эсир пурне те асӑрхатӑр-ҫке!» — ҫи-пуҫ илемне курнӑшӑн хӗпӗртесе, хӑйне тата ытларах кӑтартас тенӗ пек, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӗсене кура вӑйпут хӑй те вӑрман илемне ӳкерсе юлас тенӗн унӑн-кунӑн пӑхкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шывра та вӑл вуншар ҫул нимӗн улшӑнмасӑр, ҫӗрмесӗр, хӑйӗн илемне пӗрре те петермесӗр выртма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кӗнекене эпӗ сире Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн илемне курма вӗрентес кӑмӑлпа ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Хӗрсем сисмеҫҫӗ, пӗлмеҫҫӗ: вӗсен илемне чӑваш хӗрачи хытса кайса пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурне те ҫитмелӗх пӗр пек касса илемне пӑсмасӑрах сӗтелсем ҫине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗр-ӗмӗрхи ырӑ хӗвел кӑҫал тӑшман пек типӗтсе хӑртать ҫӗр илемне.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах та чечек илемне сая яма хӗрхенсе, эпӗ пӗр чечекне кӑна кӑпӑклантарса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗри те аташмарӗ тата, кашни хӑйне май килтерчӗ юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Паллах, питӗ кӑсӑк пулнӑ ачасене пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑйсен аллипе вут кӑларма, унӑн асамлӑ илемне курма, унпа киленме.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗҫ вӗсем ҫапла — сывламасӑр тенӗ пек, ҫепӗҫленсе, тӗпсӗр пылак тинӗсе путса, хӳхӗм ӗмӗтпе илӗхсе, ҫак ҫут тӗнчери этем пурнӑҫӗн чӑн-чӑн тӗллевне, чӑн-чӑн ырлӑхне, чӑн-чӑн илемне, чӑн-чӑн телейне туйса: Павӑл аялта, Лена — ун ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӑлтӑрсем юратура ӑнасса систереҫҫӗ, ҫавӑнпа кӗлетке илемне тимлӗх уйӑрӑр.

Сейчас звёзды благоволят любовным отношениям, поэтому уделите достаточно времени своему внешнем виду.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк нимпе хаклайми парне панӑ Галинӑна - пурнӑҫ илемне ӳкерчӗксене хывас ӑсталӑха.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Халиччен Миколӑпа ҫыхӑннӑ хаваслӑ кунсен илемне те Сима асӗнчен ним юлми шӑлса кӑларчӗ Авдей.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех