Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аттестат сăмах пирĕн базăра пур.
аттестат (тĕпĕ: аттестат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11 класс пӗтерекенсемшӗн вӑл чӑннипех юлашки пулчӗ, вӗсем текех тӑван шкулти партӑсем хушшине лараймӗҫ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илсен кашниех хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне суйласа илӗ.

Правда, он стал последним для тех, которые окончили 11 класс, они больше не сядут за парту в родной школе, после успешно сданных экзаменов и получая аттестат на руки каждый из них выберет свой жизненный путь.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Аттестат илсен документсене агроном пулас тӗллевпе ял хуҫалӑх академине кайса патӑм.

Получив аттестат, отнес документы в сельскохозяйственную академию, хотел стать агрономом.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫапла пӗлтӗр аттестат алла илсен хӗр Хусанти пӗр аслӑ шкулта пӗтӗм тӗнче историйӗн факультетне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӑҫал ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвакан хӗрсемпе каччӑсем 10 «А» тата 10 «Б» классенче вӗренсе пурӗ утмӑл иккӗн алла аттестат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педуниверситетне вӗренме кӗнӗ, историпе право преподавателӗ тата юрист специальноҫне алла илнӗ.

Получив аттестат, поступила в Чувашский государственный педагогический университет имени И.Я.Яковлева, получила специальность преподавателя истории, права и юриста.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вулакан вӑл аттестат илсен профессине спортпа ҫыхӑнтарать тесе шухӑшлатех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пӗр пысӑк тухтӑр, наука ӗҫӗпе — тем сӑлтавпа ӗнтӗ — Парижа кайса килнӗскер, Клод Бернара, чӗрӗ, чӑн-чӑн Клод Бернара хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ; ӑна хайӗн чинӗ, орденӗсем тата хӑй сыватакан чаплӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — Клод Бернар вара, ӑна пӗр ҫур сехет хушши пек итленӗ те ҫапла каланӑ: «Медицина ҫитӗнӗвӗсене вӗренме Парижа эсир кӑлӑхах килнӗ, ҫакна тума сирӗн Петербургран тухмалла та пулман»; пысӑк тухтӑр ҫакна аттестат вырӑннех йышӑннӑ, Петербурга таврӑнсан вара Клод Бернар хушаматне талӑкра вунӑ хутран кая мар асӑннӑ, пилӗк хутран кая мар тата: «манӑн тусӑм-ученый» е «манӑн наукӑри чаплӑ юлташӑм» тесе хуша-хуша хунӑ.

Один из тузов, ездивший неизвестно зачем с ученою целью в Париж, собственными глазами видел Клода Бернара, как есть живого Клода Бернара, настоящего; отрекомендовался ему по чину, званию, орденам и знатным своим больным, и Клод Бернар, послушавши его с полчаса, сказал: «Напрасно вы приезжали в Париж изучать успехи медицины, вам незачем было выезжать для этого из Петербурга»; туз принял это за аттестацию своих занятий и, возвратившись в Петербург, произносил имя Клода Бернара не менее десяти раз в сутки, прибавляя к нему не менее пяти раз: «мой ученый друг» или «мой знаменитый товарищ по науке».

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех