Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынсем (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи вӑйпитти арҫынсем малтанхи кунсенчех вӑрҫа тухса кайрӗҫ, колхозӑн пӗртен-пӗр автомашини те фронт еннелле ҫул тытрӗ, чи лайӑх лашасене суйласа вӑрҫа ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир ӑҫта пурӑнассине пирӗн арҫынсем калаҫса татӑлччӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арҫынсем тӗппипех ӗҫрӗҫ, Матӗрне те вӗсенчен юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тупӑнчӗ?! — тӗлӗнчӗҫ арҫынсем.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм арҫынсем кӗпӗрленсе тӑракан тӗле чупса ҫитрӗ те сывлӑшне аран ҫавӑрса эхлетрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арҫынсем тата ҫывӑхарах пырса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку пулӑшу десятскисемпе ытти арҫынсем урӑ чухне пулнӑ пулсан, тен, Макҫӑм кумӑшне ҫӑлӑччӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл систермен пулсан, уретникпе стражник тата вӗсемпе пӗрле килнӗ ӳсӗр арҫынсем Микулана ҫав каҫах пӗтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшӑлласа, каснӑ лапсака ҫӳҫпе, вӑрӑм та сарлака сухалпа илемлӗ те маттур арҫынсем халь айван ачасем пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та циркра шав ҫӗкленчӗ, тӗлӗре пуҫланӑ Ҫтаппан та куҫне уҫрӗ, арена ҫинче ҫурма ҫарамас арҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемпе юнашар мӑн хырӑмлӑ е пакунлӑ арҫынсем.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркунне ҫитсен, упӑшки артелӗнче ӗҫленӗ арҫынсем ӗҫе кайма пуҫласан, вӑл Богдановран хӑйне кухарка вырӑнне те пулин ӗҫлеме йышӑнма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апла пулин те арҫынсем хушшинче пӗр хӗрарӑм ытла та илемлӗн те евӗкӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑхра ларакан Изосимыч ют арҫынсем патне вӑр-вар пырса калаҫма тытӑнчӗ кӑна — маларах тӑраканни пирӗн десантника сулмаклӑн сулӑнса мӗнле ҫапрӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Малтан арҫынсем пӗрпӗринпе сӑмах татса алӑ тытнӑ та мӑкӑрич ӗҫнӗ, каярах вӗллине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Атте каласа панӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ арҫынсем те ҫурма тӑлӑх ачана ним мар ҫӗртех кӳрентерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ман йӗри-тавра ҫулланнӑ арҫынсем пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кирлӗ-кирлӗ мартан карсакланас вырӑнне, арҫынсем ялта ӗҫре ҫук чухне вӗсене улӑштарнӑшӑн ырӑ сӑмаха тивӗҫ мар-и вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантей те, ытти мӗн пур арҫынсем пекех, паян-ыран ҫапӑҫу хирне ӑсанасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Аван тумланса ҫӳресен, арҫынсем куҫ хывасран хӑратӑп, — тет вӑл, лӗхӗл-лӗхӗл кулса.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех