Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынсем (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнта сӑра барӗ уҫӑласса кӗтсе арҫынсем кӗпӗрленнӗ, виҫҫӗшӗ, якарах тумланнӑскерсем, ыттисенчен уйрӑмрах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм хуйха-суйха чӑтса ирттерме вӑй ҫитереймесӗр час-часах сыпкалама пуҫлать, арҫынсем те тупӑнкалаҫҫӗ ӗнтӗ хутран-ситрен.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссипе каласан, эсир, арҫынсем, пурте икӗ питлӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Предприяти ертӳҫисем ЧР ФСИН управленийӗпе пӗрле айӑпланӑ арҫынсем валли тивӗҫлӗ ӗҫ тата кану вырӑнӗсем йӗркеленӗ».

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Общежитире арҫынсем валли 100 вырӑн хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Чи кирлӗ ӗҫ пирки те манман: нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсене тирпейленӗ, тавралӑха пӗлтӗрхи ҫулҫӑран тасатнӑ, арҫынсем пуртӑ тытса хунавсене иртнӗ.

Не забыли и о самой работе: прибрали вокруг недавно посаженных деревьев, очистили округу от прошлогодних листьев, а мужчины с топорами остригли побеги.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Манӑн шутпа, кашни ҫыннӑн салтака кайса килмелле, унта арҫынсем вӑйлӑрах пулса килеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725

Хӗрсем те, арҫынсем те часах хӗрчӗҫ, юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Арҫынсем хӑйсене чӑн-чӑн джентельмен тата хӳтӗлевҫӗ пек туяҫҫӗ.

Мужчины также будут проявлять себя настоящими джентльменами и мужественными защитниками.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кунта пирус е сигарет туртакан арҫынсем пур.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑмсем сӗтел тулли лартса тултарнӑ юр-вар пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, арҫынсем кил хуҫисен стаканӗсене типӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑмсем кӗрекере саркаланса лараҫҫӗ, арҫынсем стена ҫумӗнчи вӑрӑм тенкел ҫине хӗсӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ырӑ арҫынсем тӗлне лекеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кун пек каласан ӗненнӗ арҫынсем.

Убедил мужиков такой ответ.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Ларнӑ урамра арҫынсем каҫхине, каннӑ, пулас кун ҫинчен калаҫнӑ.

Сидят вечером мужики на улице, отдыхают, обсуждают предстоящий день.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Малтанах эпӗ: «Хальхи вӑхӑтри арҫынсем хушшинче пӗр путлӗ ҫын та ҫук — вӗсемпе хутшӑнса чун-чӗрене ыраттармасӑр пӗчченех ӗмӗр ӗмӗрлӗп», — тесе паттӑрланнӑччӗ, анчах майӗпен шухӑш улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Хӑш-пӗр арҫынсем арӑмӗн хурӑнташӗсене хисеплесех каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Арҫынсем пуҫӗпех ӗҫе путаҫҫӗ, ку юратнӑ ҫыннине килӗшмесен те пултарӗ.

Мужчины будут сосредоточены только на работе, что может не понравиться их второй половине.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗлӗнмелли ҫук: арҫынсем сирӗн умра пулӗҫ.

Неудивительно, что все мужчины будут у ваших ног.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсем тӑвӑллӑ ҫанталӑкри тинӗс хумӗ пек салтаксем ҫинелле кӑшӑлтатса пырса кӗчӗҫ, ҫырма хӗрринелле хӗстерсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех