Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынсем (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх асапланчӗ — арҫынсем ассӑн сывларӗҫ, хӗрарӑмсем хуллен йӗчӗҫ, ачасем аслисем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫне уснӑ арҫынсем хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе пӗрле ирех ялти тӗп тӳреме пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫынсем ҫар вӗренӗвӗнчен таврӑннӑранпа фермӑра-и, хирте-и, пусӑ патӗнче-и, лавккара-и — пур ҫӗрте те вӑрҫӑ пирки калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫынсем вара, килӗшнӗ пекех, пӗри те никама та сутмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫынсем кӳреннӗ, паллах, анчах та влаҫа хирӗҫ каяймӑн, килӗшмех тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта арҫынсем анчах пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрарӑм та ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Пӗтӗмӗшле илсен 48,2% арҫынсем, 51,8% хӗрарӑмсем пулнӑ.

В общей сложности 48,2 % составляли мужчины и 51,8 % составляли женщины.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Вӑй питти арҫынсем чула самантрах ҫавӑрса хураҫҫӗ те тата аяккарах шутарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ту ҫинче ҫулла кӗтӳ ҫӳренӗ вырӑнтан арҫынсем, хӗрарӑмсем анаҫҫӗ.

С горных летних пастбищ спускались мужчины и женщины.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Арҫынсем улӑмне вӑрт-варт ярса илеҫҫӗ те ҫывӑхрах тӑракан пресс ҫине купалаҫҫӗ.

Мужчины ловко подхватывают ее и накладывают на стоящий неподалеку пресс.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Арҫынсем утӑ ҫулаҫҫӗ.

Мужчины на покосе.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Арҫынсем юратӑвне тӗл пулма пултараҫҫӗ - эппин, паллашма тӑрӑшӑр, романтика тӗлпулӑвне кайӑр.

Мужчины сейчас могут встретить свою любовь, так что смело заводите новые знакомства и отправляйтесь на романтические свидания.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уйрӑмах - арҫынсем.

Особенно у мужчин.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсем ҫинҫе пальмӑсем ҫине хӑпарса, ылттӑнла курӑнакан пулса ҫитнӗ финиксене татса ҫӳлтен пӑраха-пӑраха пачӗҫ.

Мужчины взбирались по тонким стволам пальм и сбрасывали нам сверху спелые золотистые финики.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Арҫынсем пулӑ тытнӑ, кайӑка ҫӳренӗ.

Мужчины удили рыбу и охотились.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пур пек арҫынсем кайӑка е пулла каяҫҫӗ.

Мужчины идут на охоту и рыбную ловлю.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Чи малтан ҫак контрактсене тӑвакан арҫынсем чи ҫӳллӗ патриотла шухӑшсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ та хӑйне хӑй хисепе тивӗҫлӗ», - пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей лидерӗ.

«И прежде всего мужчины наши, которые заключают эти контракты, руководствуются самыми высокими патриотическими соображениями. Даже это само по себе вызывает уважение», — резюмировал российский лидер.

Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... un-3442680

Анчах та ҫийӗнчех хӑйне хӑй чарчӗ: арҫынсем ҫилленчӗк, тарӑхтармалла калаҫакан хӗрарӑмсене юратмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем иртсе пынӑ чух арҫынсем, пурте мар пулин те — нумайӑшӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ — Лена шӑпах ҫавӑн йышши хӗрарӑмсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех