Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӑн тумалла-ха манӑн? — шутларӗ, хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйӗнчен ыйтмасӑрах евчӗ пулнӑшӑн Иван Алексеевич халӗ Борис Кузьмичпа радиона чӗререн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Иван Алексеевич хӑйӗнчен чылай ҫамрӑк учительницӑна качча илни пирки те пурӑна киле сӑмах-юмах ҫӳретме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Курах кайнӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Степановпа пӗрле Хӗлимун та пӳрте кӗчӗ, халӗ хӑйӗнчен никам та кулма хӑймасса сиссе, директор ҫумне кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ах, ҫав аҫуна ӑна, тулӑксӑрскерне, ниепле те чакмасть вӗт хӑйӗнчен.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паянхи кунччен те уйӑрмасть хӑйӗнчен, ниҫта та ямасть…

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗн вӑрттӑн иртӗхӗвне Кашкин сиснӗ-ха, ҫапах — хӑйӗнчен пӗтӗм поселок кулнине пӑхмасӑр! — курнине курмӑш пулса шӑла ҫыртнӑ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастер кӗрнеклӗ ватӑ арҫынна хӑйӗнчен маларах ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрӗссипе, Юманлӑхри лавккаҫӑ — хӑйӗнчен вуникӗ ҫул аслӑ, шите яхӑн ҫӳллӗрех, тулли кӗлеткеллӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ, пурте Машка-Милашка текен ачаллӑ хӗрарӑм патне киле кайса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каллех суять тен пулсан, тыт та вӗлтрентӑррине, ыйт хӑйӗнчен.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтрах, уйрӑмах ҫӗрле хӑйӗнчен килмен вӑйлӑ, кӑкӑра ҫурса чӗрине туртса кӑларма хатӗр хумсем кусса килме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолай Кузнецов чӳрече патне пычӗ те ӗлӗкхи йӑлапа кӗлтӑвас тесе Таса Георгий чиркӗвӗн ылтӑнланӑ тӑррине шырама тытӑнчӗ, йӳҫӗклӗн аса илсе хӑйӗнчен хӑй кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ: следователь ҫилленсе кайни унӑн вӑйне хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗнчен маларах трон ҫинче ларнӑ Тиберие вӑл малтан наркӑмӑш панӑ, вилессе кӗтсе илейменнипе минтерпе хупласа вӗлернӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫав тӗмсене касма е хырсах илме те вӑхӑт ҫитнӗччӗ те ӗнтӗ, — хӑйӗнчен хӑй кулса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ҫак пуянлӑх ҫӗрӗк паранкӑран-и? — хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн туса хутӑм эпӗ? — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех