Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ермолайӑн улпут кухнине уйӑхра пӗр хутчен пӗр-ик пӑчӑрпа хир чӑххи тытса памалла пулнӑ, пурӑнасса вӑл хӑй кӑмӑлланӑ ҫӗрте кирек ӑҫта та, кирек мӗн туса та пурӑнма пултарнӑ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ҫавна пула эпир халь пӗтӗмпех пулса ҫитнӗ тата нумай йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ нумай нациллӗ социализмлӑ патшалӑх туса ҫитертӗмӗр, унӑн ҫирӗплӗхне ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш пайӗнчи кирек хӑш нациллӗ патшалӑх та хапсӑнма пултарнӑ пулӗччӗ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
«Кирек мӗнле калаҫӑр, — килӗшеҫҫӗ Виктор куҫӗсем, Анна Николаевна ӑна та, ыттисене те тинкернӗ пекех, пӗр самант хушши сӑнанӑ вӑхӑтра. — Юрӗ, ахаль ҫеҫ, юлташла ҫеҫ калаҫас темесен, кирек мӗнле калаҫӑр».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кирек хӑш халӑх ҫынни кирек мӗнле халӑх ҫыннипе пӗрлешме пултарать.Человек любого народа может завести семью с представителем другого народа.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
Ҫук, ку — кирек мӗнле путевкӑран та, кирек мӗнле медальрен те хаклӑрах, Нина-ҫке ку: чи тӑван чун, хӑйӗн хӗрхенӳсӗр принципӗсемшӗн кӗрешсе, епле ҫилленсен те, епле чӑхӑмӑҫласан та, Викторшӑн чи ырри, ӑн чи кирлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тен, Звонкова ҫав очеркра тутӑрне хӗрле ҫыхнӑ ватӑ Михайловнӑна, унӑн пӳрнисене — алла кирек мӗнле ӗҫ те — халех, ҫийӗнчех! — тытас пек кукӑрӑлнӑ пӳрнисене — аса илӗ (кирек мӗн тесен Михайловна, вӑрҫӑ пӗтнӗ-пӗтменех, пирен заводӑн пӗрремӗш корпусӗсем валли никӗссем хывнӑ, унӑн пирвайхи кирпӗчӗсене хунӑ!).
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах Игнатпа пӗрле кирек хӑҫан та, — хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ҫак виҫӗ тапхӑртан кирек хӑшӗнче те, — пӗр кӑмӑл — чун ҫумӗнчи кӑмӑл ҫӳренӗ, вӑл — ывӑллӑ пуласси.Но во всех трех полосах жизни Игната не покидало одно страстное желание-желание иметь сына.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑйлӑ та чиперскер, ӑсран та катӑк марскер, — Игнат — кирек мӗнле ӗҫре те, кирек хӑҫан та ӑнӑҫу куракан ҫынсенчен пӗри пулнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑксем хушшинче ӗҫлесси кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек мӗнле вырӑнта та, ӑҫта кӑна май килсе тухать — килте, паркра, мӗнпур вӑрттӑн кӗтессенчех — пӗр самантлӑха та чарӑнмастчӗ.
Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпир вӑл ял ҫинчен кирек хӑҫан та, кирек епле вырӑна пырса тухсан та, яланах уйрӑммӑнах ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеттӗмӗр.Где бы потом путивляне ни бывали, всюду они вспоминали это село с каким-то особенно тёплым чувством.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Олег Украина ҫинчен ыйтсан, пирӗн, мастеровой ҫынсен, ӗлӗкхи йывӑр пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтсан, Олег кукашшӗ — Коросталёв ҫинчен тата кирек хӑш ачана та чунтан интереслентерекен ытти япаласем ҫинчен каласа пама ыйтсан, эпир ӑна кирек хӑҫан та хаваслансах каласа параттӑмӑр.
Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кирек мӗнле пулсан та… кирек мӗнле пулсан та, эпӗ сана савма пӑрахас ҫук.Что бы ни случилось, что бы ни случилось, я не перестану любить тебя.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗртте Якку кукки пек мар ҫын, каменщик Петӗр час-часах калатчӗ: «Кирек те мӗнле тапаланса, кирек мӗне шанса пурӑн, ҫапах та тупӑкпа ҫӑваран никам та хӑтӑлас ҫук» тетчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эх, ачасем-тӑвансем, кирек те мӗнле тапаланса, кирек мӗн ҫине шанса пурӑнсан та, ҫапах та тупӑкран, масартан никам та хӑтӑлса юлас ҫук! — тетчӗ.— Эх, ребята-братцы, как ни бейся, на что ни надейся, а гроба да погоста никому не миновать стать!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Партизансем тӑшманшӑн каллех кирек хӑш минутра та, кирек хӑш тӗлте те сиксе тухма пултаракан, ниепле тытма ҫук чӑрсӑр вӑй пулса тӑчӗҫ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӑй самаях хумханать пулас, мӗншӗн тесен Павӑл ҫакӑн ҫинчен кирек ӑҫта, кирек хӑҫан калас пулсан та, лӑпкӑн калама пултараймасть.Он никогда не мог говорить об этом спокойно и равнодушно и сейчас говорил с воодушевлением.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Лазутчиксем, кирек мӗнле пулсан та, ҫак пысӑк хулана лекме шутланӑ: унта пытанма ҫӑмӑлрах, унтан чугун ҫулпа автострада тӑрӑх кирек хӑш еннелле те ларса тухма пулать.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл пурнӑҫа кӗртнӗ ӗмӗтӗнчен йӗренесшӗнех кирек мӗнле ҫӗнӗ ӗҫе те хӗрӳллӗн пикеннӗ пек туйӑнать, унӑн пултаруллӑ ӑс-хакӑлӗ кирек мӗнле ӗмӗте те яланах пурнӑҫа кӗртет, йӗрӗнме кирлӗ тивӗҫе те тупать.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем мӗн калаҫни пӗтӗмпех мана ҫав тери айванла туйӑнчӗ, ӑслӑ, кирек мӗне те тӗрӗс хаклакан княгиня, унӑн кирек мӗне те шухӑшласа тӑвакан ҫемйи ҫавнашкал айванла сӑмахсене итленинчен, вӗсене хирӗҫ ответсем панинчен хам ӑшра тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал минутсенче ӑна кирек мӗнле ҫын пӑхни те, кирек мӗнле хускану та хӑратать пулас, ӑна пурте хӑй ҫине пӑхнӑн, пурте ун ҫинчен шухӑшланӑн, хӑй ҫынсене пачах килӗшменӗн туйӑнать.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.