Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йышлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Йышлӑн (тĕпĕ: йышлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Художество пултарулӑх конкурсне кашни командах йышлӑн хутшӑнни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кунта Хӗле ӑсатса Ҫуркуннене кӗтсе илме район центрӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тавра ялӑн ҫыннисем те йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Мартӑн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ уява ватти те, вӗтти те йышлӑн пухӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӑна кашни ҫулах март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче район центрӗнче йышлӑн пухӑнса уявлатпӑр: юрлатпӑр, ташлатпӑр, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Музей картишӗнче пултарулӑх ӑстисен юрри-кӗвви тӑтӑшах илтӗнсе тӑнинчен, халӑха йышлӑн явӑҫтаракан савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Ку проекта округ администрацийӗ, Канаш епархийӗ, тӗп библиотека ӗҫченӗсем ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫу кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра ялсене хӑнасем йышлӑн килеҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан 20 ҫынтан ытла мар ушкӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсемпе экскурси яланах йӗркелеме май пур. Маларах пӗлтерсен автобус та, экскурсоводсем те пулӗҫ», — каласа парать Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/

«Пӗлтӗр, акӑ, Хусантан пысӑк экскурси автобусӗпе «Казанский берег» туристсен компанийӗпе туристсем йышлӑн килсе курчӗҫ музее.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ, ветерансен портречӗсене тытса пӗрле йышлӑн пухӑнса утмалли «Вилӗмсӗр полк» акци, Ҫӗнтерӳ салючӗ пулмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Ӑмӑртӑва республикӑри пултаруллӑ юрӑҫсемпе пӗрле унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем те йышлӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Тепӗр ҫӗр ҫултан кунта вырӑссемпе тата мӑкшӑсемпе пӗрле йӑхташӑмӑрсем те йышлӑн пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗрремӗшӗ ⎼ ҫӗн ҫӗре куҫса килнӗ чӑвашсем ытти халӑхсемпе хутӑшса кай-масӑр самаях йышлӑн та таччӑн пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ку ушкӑн XVI — XVII ӗмӗрсенче ⎼ чӑвашсем ҫӗн ҫӗрсене йышлӑн куҫа-куҫа кайнипе ⎼ йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сӑрт-ту промышленноҫӗпе металлурги отраслӗсене штат инвесторсене йышлӑн хутшӑнтарать.

Штат привлекает большое количество инвесторов, особенно в области горной промышленности и металлургии.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Мероприятисем Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан мӗн пур регионта, ҫавӑн пекех Мускавра, Санкт-Петербургра, Шри-Ланкӑра, Казахстанра, Молдовӑра иртнӗ.

Мероприятия охватили все регионы России с компактным проживанием чувашского населения, а также Москву, Санкт-Петербург, Шри-Ланку, Казахстан, Молдову.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла вара виҫӗ «А» сас паллиллӗ номерлӗ машинӑсем йышлӑн пырса «пӑкӑ» йӗркелемӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Хӗрлӗ площадьри репродуктор умӗнче ҫынсем вара передачӑсене яланах йышлӑн пухӑнса итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӗсем ытла та йышлӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем йышлӑн пычӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫамрӑксем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ пулсан та, Ирина ҫумӗнче, сулахайра та, сылтӑмра та пушӑ вырӑн юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех