Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йышлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Йышлӑн (тĕпĕ: йышлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисем, уйрӑмах кӗҫӗн классенче вӗренекенсем, йышлӑн ҫӳреҫҫӗ.

Школьники, особенно учащиеся начальных классов, ходят толпой.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Малтанхи тупӑшусене педагогсем йышлӑн хутшӑннӑччӗ.

Педагоги много участвуют в передовых соревнованиях.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Халӑх йышлӑн пухӑнать ун чухне, ҫавна май ҫӑва кӗрлесе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫавӑн хыҫҫӑн тинех чӑвашсен илемлӗ те ҫепӗҫ, чуна тыткӑнлакан юррисене тӑван республикӑн кашни кӗтесӗнче кӑна мар, пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗнче итлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Хальхинче те унта Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадине хутшӑнакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫамрӑксем хулана йышлӑн туха-туха кайни ялта пысӑк шалуллӑ тата тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.

То, что молодежь повально уходит связано с тем, что в деревне нет достойных рабочих мест с большой зарплатой.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш Ен ҫыннисем тата тӗп хулара пурӑнакансем Шупашкарӑн тӗп паллишӗн - Анне палӑкӗшӗн - йышлӑн сасӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ытти ҫул унта Чӑваш Ен маҫтӑрӗсем йышлӑн хутшӑнатчӗҫ: тӗрӗ тӗрлекенсем, капӑр ҫи-пуҫ хатӗрлекенсем, йывӑҫа касса эрешлекенсем, тӑм тетте тӑвакансем...

Раньше мастеров из Чувашской Республики участвовало больше: вышивальщицы, мастера по изготовлению нарядной одежды, по узорному вырезанию по дереву, по глиняным игрушкам...

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хусансем хаҫата йышлӑн ҫырӑнни, юратса вулани журналистсене профессиллӗ уяв умӗн питӗ савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кӑҫалхи конкурсра та ютран килнисем йышлӑн: Владимир, Рязань, Воронеж, Пенза, Белгород, Липецк, Киров, Чулхула, Ульяновск облаҫӗсем, Краснодар, Пермь крайӗсем, Мари, Удмурт, Тутарстан республикисем хӑйсен чи лайӑх алӗҫ ӑстисене Шупашкара ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш Республикинчи тӗрӗ тӗрлекенсем, капӑр ҫи-пуҫ хатӗрлекенсем, йывӑҫа касса эрешлекенсем, тӑм тетте тӑвакансем яланах йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Вышивальщицы, мастера по изготовлению украшений, по художественной резьбе по дереву, по изготовлению глиняных игрушек из Чувашской Республики всегда участвуют в большом составе.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Тӑванлӑх, атте-анне ҫинчен юрлакан эстрада концерчӗсене ҫынсем йышлӑн ҫӳреҫҫӗ.

Народ больше ходит на эстрадные концерты где поют о родстве, родителей.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Крымра чӑвашсем йышлӑн пурӑннине шута илсе унчченех палӑртнӑ тӗллеве чӑна ҫавӑрма ҫула тухрӑмӑр — «Ентешсем. Крым» телекӑларӑм ӳкертӗмӗр.

Учитывая, что в Крыму проживает много людей чувашской национальности, мы вышли в путь в надежде выполнить давнишние мечты — сняли телевыпуск "Земляки. Крым".

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫӑмӑллӑха республика экономикипе социаллӑ пурнӑҫне аталантарма пач хутшӑнман ҫемьесем йышлӑн илеҫҫӗ.

Льготы массово получают семьи, которые вообще не участвуют в развитии экономики и социальной жизни республики.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ун чухне пирӗн пата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ят-сумлӑ ҫыравҫӑсем йышлӑн килчӗҫ.

В те времена к нам много приезжали известные писатели с различных уголков страны.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсене хатӗрлеме тата пӑхса тухма пултарулӑх ҫыннисене те йышлӑн явӑҫтараттӑмӑр.

Мы вовлекали к подготовке и обсуждению многих творческих людей.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗлтӗр медалистсем йышлӑн тухрӗҫ.

В прошлом году выпустилось много медалистов.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Нимӗҫ захватчикӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма ялтан арҫынсем йышлӑн тухса кайнӑ, вӗсенчен 64-шӗ таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ.

И живущие в окрестностях Тира и Сидона, услышав, что Он делал, шли к Нему в великом множестве.

Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех