Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вуншар сăмах пирĕн базăра пур.
Вуншар (тĕпĕ: вуншар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Издательствӑра халӗ пичете кайма черет кӗтсе вуншар ал ҫырӑвӗ выртать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра вуншар чӑваш ҫынни, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса, Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш кӗнеке издательстви вулакансенчен кунсерен вуншар ҫыру илсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хулара вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ Чӑвашсен Академи театрӗ, вырӑссен республикӑри театрӗ, ҫамрӑксен театрӗ, пуканесен театрӗ тата Чӑваш филармонийӗ (унта юрӑпа ташӑ ансамблӗ те пур) ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Бычков тенине суд персе пӑрахмалла тунӑ, ыттисене вуншар ҫул панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унта вуншар колхоз.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах эпӗ ҫапа-ҫапа ӳкернӗ кашни тӑшман вырӑнне вуншар тӑшман пырса тӑчӗ, ниҫта тухма ҫук темиҫе хут ункӑна ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗпе амӑшӗшӗн, аслашшӗшӗн, Пинершӗн тата вуншар ҫын куҫҫулӗшӗн путсӗр Хунчар йӑхне тавӑрман-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шывра та вӑл вуншар ҫул нимӗн улшӑнмасӑр, ҫӗрмесӗр, хӑйӗн илемне пӗрре те петермесӗр выртма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫӗршывра, Чӑваш Енре вуншар ҫулсем хушши вӑй хурса ӗҫлекен педагогсен ӑрӑвне малалла та аталантарса пыма тӑрӑшӑпӑр, ҫӗнӗ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртӗпӗр», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

«Вуншар куна каяттӑмӑр, броньлӗ жилетсӑр та йӑтмалли сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ вуншар регион проекчӗпе тата патшалӑх программипе те ӗҫсем калӑпӑшлӑ пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Паян коммуналлӑ инфратытӑма, пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне ҫӗнетме, вуншар ҫул хушши юсаман объектсене модернизацилеме, картишсен территорийӗсемпе вӗсен патне пымалли ҫулсене, обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ яратпӑр.

Сегодня огромные средства направляются на обновление коммунальной инфраструктуры, жилищного фонда, модернизацию тех объектов, которые не ремонтировались десятилетиями, благоустройство дворовых территории и подъездных путей, общественных пространств.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Урӑхла каласан, Мак-Мердо айлӑмӗсене типӗ ҫӗрпе ҫитес тесен тюленьсен вуншар километр парӑнтарма тивнӗ.

То есть, чтобы добраться до долин Мак-Мердо по суше, тюлени должны были преодолеть десятки километров.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

— Тимӗрккесем, Пакартасем вуншар ҫул ҫапмасӑр тӑнӑ капанӗсене ҫапа пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Сирӗн шухӑшӑрпа килӗшетӗп, вуншар ҫул ҫапман капанӗсем тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вуншар ҫул та иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Эпӗ ӗнтӗ унпа, час-часах манпа культура паркӗсенче шашкӑ-шахмат вӑййисенче «тытӑҫаканскерпе», вуншар ҫул каяллах пӗр чӗлхеленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тата ашпа тир шучӗпе кӑна мар, хуҫалӑхсенче выльӑхсем пуснӑ вӑхӑтра вуншар ҫул усӑ курман япаласен — мӑйракасен, пыршӑ-пакартан, шалти секреци парӗсен, чӗрнисен — шучӗпе те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех