Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вуншар сăмах пирĕн базăра пур.
Вуншар (тĕпĕ: вуншар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуншар минутлӑха уйрӑм пӳлӗмре упӑшкипе ларма ирӗк пачӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, гардероб патне пырса, алӑкӗсене уҫса ячӗ те унти вуншар кӗписенчен чи лайӑххине суйласа илчӗ, ҫийӗнчи кӗпине хывса, ҫавна тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вуншар, ҫӗршер, пиншер ҫынна вилӗм аллинчен туртса илнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата вуншар ҫул иртсен мӗн пулӗ кунта?

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инҫет ҫулҫӳревсенче Раҫҫей мӑнаҫӗ шутланакан ку корабль пӗрре мар экватор урлӑ каҫнӑ, тӑватӑ океана, вуншар тинӗсе парӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Вӗсем вуншар ушкӑна пайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир, Ту енчи мӑрсасем, ӑна хирӗҫ вуншар ҫул хушши кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ, ашшӗнчен уйрӑм таҫта малта, вӑрманти илемре вуншар ял тытса пурӑнаканскер, Кӑкшан шывӗ патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вуншар ҫул вӗсемпе ҫӳресе пӗлмерӗн пулать!

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшсемшӗн эрех-сӑра пек те туйӑнмарӗ вӑл, юн пек туйӑнчӗ, кунта вуншар ҫул хушши юхнӑ этем юнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур ҫын пӗр кунта кашни пӗрер шӑрпӑк ҫутса ҫунтарсан та, ҫавӑн чухлӗ шӑрпӑк тума виҫӗ гектар ҫинчи вуншар ҫул ӳснӗ ӑвӑс вӑрманӗ кирлӗ, — шутласа пачӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Малтан харӑсах пӗр хут, виҫҫӗ, кайран, вуншар, ҫирӗмшер, вӑтӑршар ҫӗклекен пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫийӗнчех тӑрӑшманни кайран кӑткӑс проблемӑна куҫнине вуншар тӗслӗхпе ҫирӗплетме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Вуншар ҫул иртнӗ май СанПин хушӑвӗсемпе требованийӗсем питӗ вӑйлӑ улшӑнчӗҫ - пур енчен те ҫирӗпрех.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вуншар ӑрӑва канӑҫсӑрлантарнӑ, малашнехисене те ҫаплах хумхантаракан «Нарспи» поэма авторӗ К.В.Иванов ҫут тӗнчене килнӗренпе шӑпах 125 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Ӑна П.И.Чайковский композитор ячӗ кӑна мар, хӗллехи Олимп вӑййисенче, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ вуншар спортсмен чапа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Кунне вуншар задача шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав ӗҫшӗн Шӗшлӗ кашни ҫынна вуншар пӗрене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрарӑмсене персе вӗлерни, ҫунтарнӑ ялсем, партизансене ҫакни, тыткӑна лекнисене асаплантарни - кун пек тӗслӗхсем вуншар пин пулнӑ.

Расстрелы женщин, сожжённые деревни, казни партизан, пытки военнопленных - жертвы исчисляются десятками тысяч.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

— Мана тытас пулсан сире, кантур йыттисене, вуншар хут тытса хупмалла.

— Если меня ловить, так вас, конторских-то, давным-давно надо было поймать.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех