Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ен историне, паллӑ ҫынсене аса илмесӗр хӑвармарӗҫ, хамӑр ентешӗмӗрсен В.Туркайӑн, В. Шемекеевӑн, Л.Таллеровӑн, Г.Чаржовӑн, Х.Агиверӗн тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене ҫав тери ӑста вуларӗҫ ачасем.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Журналта ҫамрӑк талантсен сӑввисем, калавӗсем, ӳкерчӗкӗсем пичетленнӗ, ҫав авторсенчен чылайӑшӗ кайран паллӑ поэт, писатель, художник пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Унта республика ертӳҫисем Рустам Миннихановпа патшалӑх советникӗ Минтимер Шаймиев, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, пӗтӗм тӗнчери культура, политика, экономика тата медиа тӗнчин паллӑ ҫыннисем хутшӑннӑ - Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов телеертӳҫӗсем, Григорий Ревзин историк тата журналист, Анна Михалкова актриса тата ытти хаклӑ хӑнасем.

В ней приняли участие первые лица республики: президент Рустам Минниханов и государственный советник Минтимер Шаймиев, а также видные российские, международные деятели культуры, политики, экономики и медиа - телеведущие Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов, историк и журналист Григорий Ревзин, актриса Анна Михалкова и другие дорогие гости.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Пӗр паллӑ предприяти /ӑна рекламӑлас мар тесе ятне палӑртмӑпӑр/ йӳнӗрех хакпа 40 тонна хутӑш удобрени кӳрсе пама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Саккун кӑларакансем 21 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксене алкоголь шӗвекӗсем сутма чармашкӑн пуҫару тунине вара ОК членӗ, паллӑ адвокат Генри Резник хуравларӗ: «18 ҫула ҫитнисене ҫара илетпӗр. Вӗсене хӗҫ-пӑшал тыттаратпӑр, вӑрҫа вилмешкӗн яма пултаратпӑр, анчах эрех сутма юрамасть иккен...»

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Указ тухни ҫинчен тунтикун каҫ еннелле кӑна паллӑ пулчӗ те - пӗлмен те пуль.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Асӑннӑ тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсемпе те паллаштарать музей.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ултӑ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑскер пурнӑҫӗнче никама та усал туманни унӑн сенкер тарӑн куҫӗнченех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Уголовлӑ ӗҫ материалӗсенчен ҫакӑ паллӑ: утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирех каччӑ асламӑшӗн килне пырса кӗнӗ, ӑна пусмӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑннипе вара тӗп хуламӑр миҫерине паллӑ историксемпе ӑсчахсем тахҫанах тӗпчесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шупашкар 550 ҫул тултарнине тепӗр виҫӗ ҫултан паллӑ тума хатӗрленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сӑмахран, Лаш Таяпа ялӗ 400 ҫул тултарнине икӗ-виҫӗ ҫул каялла кӑна паллӑ тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн вӑл епле майпа ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ? Ҫавӑн ҫинчен сӑмах хускатнӑ паллӑ писатель.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Николай Максимов паянхи чӑваш литературинче паллӑ ят.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемейсемпе мучисене пирӗн общество хисепленине, вӗсен ырӑ ӗҫӗсене тивӗҫлипе хакланине ҫӗршывра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫулленех Пӗтӗм тӗнчери аслӑ ӑру ҫыннисен кунне паллӑ туни аван ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Канмалли кунсенче нумай пуласси вара халех ӗнтӗ паллӑ — ҫынсем хӗл валли пахчаҫимӗҫ ҫителӗклӗ туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Сӑмахран, 1858 ҫулта Улатӑр удел ведомствин 16 уйӗнчен 4-че кӑна туса илни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Организмра витаминсем ҫитмесен гиповитаминоз аталанма пултарни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Авалхи паллӑ сиплевҫӗ Авиценна хӗрлӗ клевера /чавка пуҫ/ сиплӗ витӗмӗпе женьшеньпе танлаштарнӑ, унӑн сӗткенӗ сурана ӳт илтернине, шӗвекӗ шӑк хӑвалама пулӑшнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Суйлав конкурентлӑхӗ ҫивӗччи халех паллӑ.

Острота конкурентоспособности выборов уже известна.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех