Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ҫакӑншӑн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав тӑвар, Вӑл пире хамӑр аттесене сӑнанӑ пек сӑнать.25. За все это возблагодарим Господа Бога нашего, Который испытует нас, как и отцов наших.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл пире ҫак пилӗк кун хушшинче пулӑшас мар тесессӗн, ку — Унӑн ирӗкӗ, Вӑл пире хӑш кун хӳтӗлес тет, ҫавӑн чухне хӳтӗлет е пире хамӑр тӑшмансем умӗнче пӗтерме те пултарать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн тӑвансем, хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем, ҫав ырӑ ҫӗршывран тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтӗҫ; Иерусалим пушхир пек пулса юлӗ, унти Турӑ Ҫуртне ҫунтарса ярӗҫ те, пӗр вӑхӑтлӑха унта нимӗн те пулмӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хамӑр куҫ умӗнче ҫӳренӗ чухне пирӗншӗн тӗрек марччӗ-и-ха?Не он ли был опорою рук наших, когда входил и выходил пред нами?
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла ӗнтӗ, ывӑлӑм, тӑванусене юратса пурӑн, вӗсен хушшинчен арӑм илес мар тесе, тӑванусен умӗнче, хамӑр халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче хӑвна асла ан хур, мӑнаҫланни этеме пӗтерет, ҫынна йӗркерен кӑларать, пурӑнма пӗлменнипе вара пурӑнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет, ҫука юлатӑн: йӗркесӗр пурӑнни — выҫлӑх амӑшӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Енемессар вӑхӑтӗнче эпӗ хам тӑванӑмсемшӗн нумай ырӑ ӗҫ турӑм: 17. выҫӑпа касӑлакансене ҫӑкӑрӑма параттӑм, ҫарамас ҫынна тумтирӗме параттӑм, хамӑр йӑхран пӗри-пӗри вилсен, ӑна хула хӳми тулашне кӑларса пӑрахнине курсан, эпӗ ӑна тирпейлесе пытараттӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫитӗнсе ҫитсессӗн авлантӑм, эпӗ Анна арӑма хамӑр аттесен йӑхӗнчен илтӗм; вара пирӗн Товия ятлӑ ывӑл ача ҫуралчӗ.9. Достигнув мужеского возраста, я взял жену Анну из отеческого нашего рода, и родил от нее Товию.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Хамӑр ҫылӑхсемшӗн Эсӗ пире ют патшасене пӑхӑнтартӑн, халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫӗр хӑйӗн тулӑх ҫимӗҫне ҫавсене парса тӑрать.37. И произведения свои она во множестве приносит для царей, которым Ты покорил нас за грехи наши.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ытти халӑхсен, хамӑр тӑшмансен, мӑшкӑлӗ пулас мар тесессӗн, Туррӑмӑртан хӑрамалла мар-и сирӗн?Не в страхе ли Бога нашего должны ходить вы, дабы избегнуть поношения от народов, врагов наших?
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсене хирӗҫ пысӑк пуху пуҫтартӑм та 8. каларӑм: ытти халӑхсене сутнӑ хамӑр тӑванӑмӑрсене, иудейсене, эпир вӑй ҫитнӗ таран каялла тӳлесе илеттӗмӗр, эсир вара хӑвӑр тӑванӑрсене сутатӑр, вӗсем те хӑйсене хӑйсем сутаҫҫӗ, терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир хамӑр Туррӑмӑра кӗлтурӑмӑр, вӗсенчен сыхланмашкӑн вӗсене хирӗҫ кунӗн-ҫӗрӗн хурал тӑратрӑмӑр.9. И мы молились Богу нашему, и ставили против них стражу днем и ночью, для спасения от них.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вӗсене Касифье теекен вырӑнти Иддо пуҫлӑх патне ӗҫпе ятӑм, Иддопа унӑн тӑванӗсене, Касифьери левитсене пулӑшакансене, мӗн каламаллине вӗрентсе, Туррӑмӑрӑн Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма хамӑр пата ҫынсем илсе килме хушрӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑх ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине килсе тӗпленчӗ, кунта вӗсем Санӑн ятупа Турӑ Ҫурчӗ лартрӗҫ те ҫапла каларӗҫ: 9. пирӗн тӗле тӗрлӗ инкек — хаяр хӗҫ, усал чир, выҫлӑх — килсессӗн, эпир ҫак Ҫурт умне, Санӑн умна тухса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ Ҫуртра — Санӑн яту; хамӑр аптӑраса ҫитсессӗн, Сана чӗнӗпӗр, Эсӗ пире илтӗн те ҫӑлса хӑварӑн.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар!
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.Нет подобного Тебе, и нет Бога, кроме Тебя, по всему, что слышали мы своими ушами.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.