Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркине (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпах-тӑр Игорь Моляков эсер-депутат сессие уҫнӑ-уҫман унӑн кун йӗркине улшӑну кӗртес шутпа тавлашу пуҫарчӗ: пахчаҫӑсене пулӑшмалли саккун кирлӗ-мӗн, Правительство ҫуртӗнче тунӑ мунча ыйтӑвне тепӗр хут тишкермелле.

Наверное поэтому депутат-эсер Игорь Моляков сразу же после открытия начал спор с намерением внести в повестку дня изменения: мол, нужен закон о помощи огородникам, заново изучать банный вопрос в Доме правительства.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Унӑн хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн хӑйнеевӗрлӗ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ.

Его произведения проникнуты любовью к человеку, к родной земле, к древним традициям и жизненному укладу чувашского народа, его уникальной культуре.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чӑваш Ен халӑхӗ хӑйӗн пуян культурипе палӑрса тӑрать, вӑл мӑн аслашшӗсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗркине, вӗсен авалтан пыракан пурнӑҫ йӗркине тирпейлӗн сыхласа упрать тата ӑна ӑруран-ӑрӑва куҫарса пырать.

Народ Чувашии обладает богатой культурой, бережно хранит и передает из поколения в поколение многовековые традиции предков, их исторически сложившийся жизненный уклад.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пурне те тав сӑмахӗ калатӑп.

Я благодарю всех поклонников здорового образа жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шӑпах ҫавӑнпа эпир ҫемье тата пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене, ҫамрӑксен хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тата спорта тӗп вырӑна хуракан модӑна пропагандӑлас ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр.

Именно поэтому мы уделяем большое внимание пропаганде семейных и общечеловеческих ценностей, формированию в молодежной среде моды на здоровый и спортивный образ жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ачасене йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене хисеплеме тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма мӗн пӗчӗкрен вӗрентсе ӳстермелле.

Нужно с юных лет воспитывать в детях приверженность к традиционным семейным ценностям и здоровому образу жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех