Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Саул каланӑ: вӗсене Амалик патӗнчен хӑваласа килчӗҫ, халӑх чи лайӑх сурӑхсемпе вӑкӑрсене хӗрхенчӗ, вӗсене санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳмешкӗн хӑварчӗ; ыттине ӗнтӗ эпир тӗппипех пӗтертӗмӗр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ ҫеҫ — акӑ Самуил пырса ҫитет; Саул ӑна саламлама хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм, 2. акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм; 3. акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна тиркенӗ, ӑна парне те сӑйласа паман.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самуил ӗнтӗ пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех Израиль тӳри пулнӑ: 16. ҫултан ҫулах вӑл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене ҫитсе ҫаврӑнса тухнӑ, ҫавӑнти мӗнпур вырӑнта Израиле сут тунӑ; 17. кайран вӑл Рамӑна таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килӗ-ҫурчӗ ҫавӑнта пулнӑ, унта вӑл Израиле сут тунӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн туса лартнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ чухне филистимсем Израильпе ҫапӑҫма ҫитнӗ.10. И когда Самуил возносил всесожжение, Филистимляне пришли воевать с Израилем.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Самуил чӗчӗ ӗмекен пӗр путеке суйласа илнӗ те ӑна [пӗтӗм халӑхпа пӗрле] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана Израильшӗн тархасланӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хамӑн парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма Эпӗ санӑн ӑрӑвунтан пӗр священник ҫеҫ хӑварӑп, анчах вӑл суккӑрланса ларӗ, халран кайса ҫитӗ; санӑн пӗтӗм ӑрӑву вӑтам ҫулсенчех вилсе пырӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӑна пӗтӗм Израиль йӑхӗнчен Хамӑн священникӑм пулма — Мана парне кӳрекен вырӑн патне хӑпартӑр, фимиам тӗтӗртӗр, Ман умӑмра ефод тӑхӑнса ҫӳретӗр тесе — суйласа илмерӗм-и?
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫиелтен тӑхӑнмалли пӗчӗк тумтирне ун валли амӑшӗ хатӗрлесе тӑнӑ, вӑл упӑшкипе пӗрле тивӗҫлӗ парне кӳме ҫӳренӗ чухне ӑна ҫулсеренех илсе килсе панӑ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫак ҫамрӑк ҫынсен Ҫӳлхуҫа умӗнчи ҫылӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫа валли парне кӳме чӑрмантарнӑ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та пулин парне илсе пырсассӑн, аш пӗҫернӗ вӑхӑтра священник тарҫи аллине юплешке тытса пынӑ та, 14. ӑна хурана е тирӗке, е ҫатма ҫине, е чӳлмеке чиксе ярса, юплешки мӗн туртса кӑларнине священник валли илнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ; 5. Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Парне кӳрекен вырӑнтан тӳпенелле ҫулӑм хӑпара пуҫласан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑпарса кайнӑ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн, 31. эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.