Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килет (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танксем хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе нимӗҫсен пехоти килет.

Немецкая пехота группами брела за танками.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗл пулас та ҫапӑҫас килет.

Хотелось встретиться и сражаться.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров ӑнланнӑ; ун полкӗн чысӗпе мухтавӗ ҫак ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленнинчен килет.

Озеров понимал: от результатов этого боя будет зависеть честь и слава его полка.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Питӗ калас килет!

Очень хочется сказать!

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пур енчен те сисӗнсе тӑрать ӗнтӗ: хӗл ҫывхарса килет.

По всему чувствовалось — приближается зима.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вилӗмрен мӗнле хӑтӑласси ҫинчен халь ун ҫав сӑрт ҫине ларсах шухӑшлас килет.

Посидеть, подумать, что делать, как спастись от гибели.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ирхине начаслӑха ҫеҫ таҫта кайрӗ те, пӑхатпӑр хайхи — пӗр михӗ ҫӗрулми йӑтса килет, ҫурӑм шӑмми шӑтӑртатса ҫеҫ пырать тейӗн.

Утром куда-то отлучился ненадолго, а потом глядим — прет мешок картошки, даже хребет у него трещит.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Вӑл ӗнтӗ тухтӑрсем каланинчен килет.

— А это как врачи скажут.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Дегтярев, сывлӑшӗ пӳлӗне-пӳлӗне килет пулсан та, ура ҫине тӑма пуҫларӗ.

Но Дегтярев, задыхаясь, начал подниматься.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл час-часах пуҫне ҫӗклесе пӑхма хӑтланать, унӑн Умрихин ҫине, лашисене пӗрмай тилхепипе турткаласа пыракан Умрихин ҫине пӑхса илес килет, повозка ҫинче, хыҫалта, чӗнмесӗр ларса пыракан Матвей Юргина та курас килет, ҫавӑнпа вӑл чавсаланса кӑшт ҫӗкленсе те илет.

Он то откидывал голову, стараясь взглянуть на Умрихина, который все время трогал вожжами лошадей, то старался приподняться на локте, чтобы взглянуть на Матвея Юргина:

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унӑн халь мӗнпур вӑйне пухса, повозка ҫинчен сиксе анса утас килет, юлташӗсемпе пӗрле утса часрах унта, хамӑрӑннисем пӑтне тухас килет

Так и хотелось, собрав все силы, соскочить с повозки и шагать, шагать вместе с товарищами, чтобы скорее выйти туда, к своим…

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Андрейӑн часрах малалла каяс килет.

Но Андрею не терпелось…

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Туртас килет, — тӳррипех каларӗ Андрей.

— Хочу закурить, — признался Андрей.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кайма пултаратӑр.

Можете идти, куда хотите.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ял енчен кунталла, колоннӑна хирӗҫ, пӗр лутрарах ҫӑмӑл машина вӗҫтерсе килет.

От деревни навстречу колонне летела приземистая легковая машина.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унта та кунта, япӑх ҫанталӑкра курӑнман айлӑмсенче, лапсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан пысӑк ялсемпе пӗчӗк ялсем палӑра пуҫларӗҫ; варкӑшса вӗрекен ҫил унтан кӑвакрах тӗтӗмсене вӗҫтерсе килет.

Там и сям в низинах, невидимые в непогодь, обозначались под раскидистыми ветлами большие и малые селения; ветер тянул от них, порывисто, серенькие дымы.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫутӑ ҫине пӑхас килет.

— Я хочу поглядеть на огонь.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Урӑх вырӑн шырама тӳр килет.

Надо искать другое место.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Целуйко ӗнтӗ, сайрарах пулин те, ҫаплах-ха вӗрипе аташать, ниепле те лӑпкӑ выртаймасть, пӗрехмай, алӑ айне мӗн лекет пурне те сылтӑм аллипе яра-яра тытать, — унӑн ҫак тӗнчере пӗр-пӗр тӗреклӗ япаларан ярса тытас килет пулмалла.

Целуйко метался в жару, продолжая бредить, хотя и реже, и беспрестанно хватался за все, что попадало, правой рукой, — так ему, видно, хотелось ухватиться за что-нибудь крепкое в этом мире.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Питӗ шел, анчах урӑх ним тума та ҫук: хамӑрӑннисем патне тухнӑ чух ҫапӑҫма тӳр килет.

— Очень жаль, но выхода больше нет: пробиваться придется с боями.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех