Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туй курма пӗтӗм ял хӑпса килтӗмӗр, сана та илсе каяс терӗмӗр.

Свадьбу мы приехали глядеть всей деревней, и тебя с собой прихватили.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк ял еннелле пӑха-пӑха илет.

Кандюк то и дело взглядывает в сторону деревни.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял хыҫӗнчи лаштра йамра хушшине хесӗннӗ ҫамрӑк уйӑх мӗлки вашмӑк ҫырмари шывра вӑхӑт-вӑхӑт йӑлкӑшса вылять те каллех пытанать.

Спрятавшийся среди ветвей старой ивы молодой месяц время от времени отражается в реке и снова прячется в листве, потревоженной ветром.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каллех ял тулашӗ.

Поезд тем временем уже миновал деревню и оказался за околицей.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пӗчченӗ-мӗнӗ, сана калам, халь ял халӑхӗ кунта тухмасть.

— Один и есть, потому как сюда народ сейчас не ходит…

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫулӗ типпе кайрӗ, ҫумӑрсем ҫук, ял халӑхӗ выҫӑхма пултарать.

Мол, засуха постигла, дождей нет как нет, того и гляди голод начнется.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗҫне тусан, сӑмахӗ тухмасӑр пулмасть, вара пӗтӗм ял халӑхӗ тем курас пур…

Тайно его сделать не удастся — шила в мешке не утаишь, и, коль прознает народ, тут уж вся деревня ходуном заходит…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Елӗксем, хам аставасса, ун пек чухне ял тавра хӗр аки ирттеретчӗҫ те, тем, анӑ та халь шансах пӗтерейместӗп ҫав.

— В старину, помню, в такие разы вкруг деревни проводили девичью пашню, только я нынче не больно в это верю.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял халӑхне нумай тӑрантарӑн-и унти тырӑпа?..

А потом многих ли накормишь этим зерном?

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗтӗм ял халӑхне тӗлӗнмелле ӗҫ пулса ирттӗр, вара суннӑ ҫилӗ тин таврӑнать.

Да так справить, чтоб весь деревенский люд ублажить, тогда у него и зло на вас развеется.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акнӑ тырӑсем шанма тытӑнчӗҫ, ял таврашӗнчи ҫерем типсе хуҫӑлакан пулчӗ, пусӑри шыв чакнӑҫемӗн чакрӗ, ҫырма-ҫатрасенче те шыв типрӗ, тӗллӗн-паллӑн ҫеҫ куҫланкаласа тӑракан пулчӗ, кӳлӗсем ӑшӑхланчӗҫ, пӗчӗкленчӗҫ, чарусӑр харушӑ выҫлӑх килсерен алӑкран шакка пуҫларӗ.

Хлеба печально склонили колосья, земля на полях потрескалась, вода в колодцах и водоемах убывала на глазах с каждым днем; озерца и болота будто скукожились, стали маленькими и почти безводными, на пороге стоял и стучал в двери страшный голод, какого утламышцы не знали вот уже несколько десятилетий.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ыррине кӗтес пирки пӗр шухӑш та ҫук, ак Шерпике хӑех ял тӑрӑх килӗрен киле ҫӳресе: «Ман пата Шерккей ҫӳрет», — тесе кашни ҫын умӗнче мухтанӗ-ха: ҫав вӑтанма пӗлмен юмӑҫран тем те кӗтме пулать.

Чего доброго, сама Шербиге начнет из дома в дом разносить да хвалиться, мол, ко мне Шерккей ходит и ночи ночует: от этой бесстыжей знахарки жди всякого…

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паянах пӗтӗм ял ҫакӑн ҫинчен сӳпӗлтетме тытӑнать.

Сегодня же вся деревня начнет перемывать ему косточки.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗтӗмсӗр вут тухмасть, теҫҫӗ ав, ял ҫинче темле сӑмах-юмах илтес пур, сыхлана пӗлмесен, ырӑ ят кайма пултарать.

Ведь дыма без огня не бывает, тут уж гляди в оба — деревня в один миг опозорит твое честное имя.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах Тухтар урӑхран ырӑ та хаяр та чӗнмерӗ, ик аллипе ҫиллессӗн чӑмӑртаса, ял еннелле хӑвӑрт ута пуҫларӗ.

Но парень, не сказав ни да, ни нет, резко повернул от костра и со сжатыми до ломоты в пальцах кулаками зашагал к деревне.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫакна курма масар ҫине пӗтӗм ял хӑпса тухрӗ.

Посмотреть на это на кладбище пришла вся деревня.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ну, вӑл ытти-хытти мур хальне кайтӑр-ха, а тулӗккӗш Палляна ҫилӗ тытнах иккен хӑй, мана, вӑрра тытнӑ тесе, пӗтӗм ял ҫинче сумран кӑларчӗ тесе, ун ҫуртне вут тӗртет.

Ну, пить пил, а разум еще кое-какой оставался — помнил он, кто довел его до такой жизни, — Палля, и как-то ночью Манюр подпалил дом Палли.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял ҫамрӑкӗ вӑйӑра савӑнать.

А молодежь на деревне беспечно веселится в хороводе.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ халӑх, пӗтӗм ял хӑпса килнӗччӗ, Кантюк таврашӗнчен кӑна никам та пулмарӗ.

Хоронили ее всей деревней, не было только никого из Кандюков.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хӑтаҫӑм, ырӑ хӑта, — аллине кӑкӑрӗ тӗлне тытса хуҫлатрӗ Алиме, — хӑвах пӗлетӗн, ырӑ ята ял ҫине мӑшкӑла хӑварас килмест, пирӗн Нямаҫ халь кӑна таврӑнчӗ те ертсе килме хистесе ячӗ…

— Ах, сватушка ты мой, сватушка, — Алиме скрестила руки на груди, — сам понимаешь, как нам не хочется, чтоб наше доброе имя замарали, Нямась только что вернулся и сразу нас сюда прогнал, мол, верните мне Селиме тотчас же…

XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех