Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну унпа! — хӑравҫӑллӑн алӑ сулчӗ Григорий.

— Ну его! — Григорий испуганно отмахнулся.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таврӑнса пушӑпа туртас тенӗччӗ те — Григорий пур; унпа чух ырӑ мар пек туйӑнчӗ.

Хотел уже вернуться, кнутом ее перепоясать, да Григорий был, а с ним все как-то вроде неспособно.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий унпа тавлашас килмесӗр тавлашрӗ.

Григорий неохотно спорил с ним.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унпа юнашар — шинель тӑхӑннӑ тулли ӳтлӗ хӗрарӑм-хӗрлӗ гвардеец.

При нем была плотная, одетая в шинель женщина-красногвардеец.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл тӑшманӗ ҫине вӗчӗ ӗлӗкхи пек хаяррӑн тӑвӑлса тӑнине туймарӗ пулин те, халӗ, граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра, унпа тӗл пулас-мӗн пулсан, ҫав тӗл пулу иккӗшӗн хушшинчи юнлӑ тытӑҫусӑр иртес ҫуккине пӗлсех тӑчӗ.

Он не ощущал с былой силой злобы к врагу, но знал, что, если встретится с ним теперь, в условиях начавшейся гражданской войны, — быть между ними крови.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хамӑр та ӑнланатпӑр, — килӗшрӗ унпа Христоня, ирӗклӗн вӗҫекен чакак ҫине ӑмсаннӑ пек пӑхса; унтан хӑй ӑшӗнче вӑл кайӑксен хуйхӑ-суйхӑсӑр телейлӗ пурнӑҫне этем пурнӑҫӗпе танлаштарса илчӗ.

— Понятно, — согласился Христоня, завистливо глядя на вольный полет сороки, и в мыслях сравнил бездумно-счастливую птичью жизнь с людской.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пер, шуйттан мӑйраки!.. — тӑватӑ уран ҫӗкленсе кӑшкӑрса ячӗ вут пек хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хӗрлӗ гвардеец, унпа юнашар выртаканскер.

— Стреляй, в закон-мать!.. — становясь на четвереньки, орал лежавший рядом огнисто-рыжий красногвардеец.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аван калаҫрӑмӑр унпа — халӗ ак чӗрере те ӑшӑ.

Хорошо так поговорили с ней — и вот тепло на душе.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, унпа пӗр ураран пыма тӑрӑшса, уттине кимӗлтерчӗ.

Он, стараясь попасть в ногу, уменьшая шаг, ответил:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Раҫҫей килӗшӗ-и-ха унпа? — никам ҫине пӑхмасӑрах хуллен ыйтрӗ Подтелков.

— А Россия с этим помирится? — ни к кому не обращаясь, тихо спросил Подтелков.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий отпускран таврӑнсан чи малтанхи куннех Изваринпа паллашрӗ; каярахпа вара служба вӑхӑтӗнче те, ахаль чухне те унпа час-часах тӗл пулса сӑмахларӗ, хӑй сисмен-туман ҫӗртенех ун шухӑшӗсем еннелле ҫаврӑнса пычӗ.

С Извариным Григорий познакомился в первый день приезда из отпуска, после постоянно сталкивался с ним на службе и вне службы и незаметно для самого себя подпадал под его влияние.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӑпах ҫак тӗлелле палӑрса ҫитме пуҫлаҫҫӗ те ӗнтӗ унӑн шухӑш-кӑмӑлӗнче пурнӑҫри пулӑмсене хӑйне евӗр тӗшӗлесе ӑнланнинчен, кӑштах тата полкри пӗр офицерпа — Ефим Изварин сотникпа паллашса, унпа хутӑшма тытӑннинчен килнӗ улшӑнусем.

К этому времени можно приурочить и тот перелом в его настроениях, который произошел с ним вследствие происходивших вокруг событий и отчасти под влиянием знакомства с одним из офицеров полка — сотником Ефимом Извариным.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Электричество пулӗ, эпир, руководительсем, унпа ним тума та пӗлмесен — намӑс!

Электричество будет, а обращаться мы, руководители, с ним не сможем — это же позор!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпир унпа нумай калаҫрӑмӑр, ача чухнехине аса илтӗмӗр — пурне те, пурне те аса илтӗмӗр…

— Мы с ней о многом говорили, вспоминали детство — все-все припомнили…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ванюша машинине юри унпа юнашарах пырса тӑратрӗ те ӑна алӑ пачӗ:

Ванюша нарочно подъехал к ней так ловко, что они оказались рядом, и подал руку.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тата ялхуҫалӑх заведующине Сидор Гордеевич Ковтунова вӑрат, МТС директорӗн, Савельев Петр Семеновичӑн, хваттерӗнче телефон пур, унпа эсӗ ҫемҫерех калаҫ.

Еще заведующему сельским хозяйством — Ковтунов Сидор Гордеевич, буди его, директору МТС — Савельеву Петру Семеновичу, у него дома телефон имеется, но разговаривай с ним деликатней.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Старик пӗшкӗнчӗ, патак татки илчӗ те унпа ҫӗре чӗркелеме пуҫларӗ.

— Старик наклонился, поднял палочку и стал ею чертить землю.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей халӗ те генерал ҫинчен шухӑшланӑ, унӑн кӑмӑллӑ, кӑшт кӑна кулакан сӑнне курса тӑнӑ, хӑй ӑшӗнче унпа калаҫнӑ.

Сергей и сейчас думал о генерале, видел его добродушное, слегка улыбающееся лицо и про себя разговорил с ним.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫаплах каламалла пулнӑ, вара эп унпа калаҫман та пулӑттӑм…»

— Так пусть бы так и сказала, и тогда бы я не стала с ней и разговаривать…»

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗлетӗп эп, сана кӑмӑллӑ вӑл, эсӗ унпа мухтанатӑн…

И я знаю, тебе от этого приятно, ты этим гордишься…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех