Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллев сăмах пирĕн базăра пур.
тӗллев (тĕпĕ: тӗллев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Вӗрентӳ отраслӗнчи паянхи тӗп тӗллев - ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илесси.

— Главная задача образовательной отрасли сегодня - на достойном уровне встретить новый учебный год.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

- Вӗрентӳ отраслӗнчи паянхи тӗп тӗллев - ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илесси.

- Главная задача образовательной отрасли сегодня - встретить новый учебный год на достойном уровне.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

— Коммуналлӑ инфратытӑма уйрӑм капиталсен шучӗпе юсаса ҫӗнетесси - пӗлтерӗшлӗ тӗллев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен те - малтисен йышӗнче // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Пирӗн тӗп тӗллев - ҫирӗп сывлӑхлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ӑру ҫитӗнтересси.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

— Пирӗн тӗллев выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчи йӗркелӗхе тытса пырасси, халӑх сывлӑхӗшӗн вӑхӑтра тӑрӑшасси, — терӗ РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ Николай Семенович.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пирӗн тӗллев KLOX системипе усӑ курса шӑлсене тасатасси пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӑван яла таврӑнса ӑна ҫӗнӗ шая ҫӗклес, ҫынсене пуян та тулӑх пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн пулӑшас, пысӑк тӗллев лартса ӑна пурнӑҫлас килет.

Вернувшись в родную деревню поднять ее на новый уровень, хочется помочь людям жить богатой и зажиточной жизнью, поставить большую цель и осуществить.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне уҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыв ертӳлӗхӗ коррупципе пӗр шелсӗррӗн кӗрешмешкӗн тӗллев лартнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Пирӗн тӗллев — проектра пӑхнӑ саккассем патне ҫитесси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2017 ҫул вӗҫӗнче виҫҫӗмӗш черете хута яма тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пирӗн тӗллев ытларах ҫын пуҫтарасси мар, результат тӑвасси.

Наше цель не собрать большое количество людей, а иметь конечный результат.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Чи малтанах пирӗн тӗллев инҫе ҫула кӗскетсе Пенза чӑвашӗсем патне ҫитесси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Канашсен тӗллев пысӑк: кӑҫал — 3411 тонна утӑ, 8054 тонна сенаж хатӗрлемелле.

У канашцев цели большие: в этом году нужно заготовить сена - 3411 тонн, сенажа - 8054 тонны.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Пирӗн тӗп тӗллев — районта пурӑнакансене медицинӑн паха пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси, тухтӑрсене квалификацие ӳстерме майсем туса парасси.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Эпир тӗрлӗрен программӑсемпе конкурссене хутшӑнатпӑр. Кӑҫал та Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтертӗмӗр. Ҫамрӑк профессионалсене хатӗрлес тӗлӗшпе ҫӗршер миллион тенкӗ явӑҫтаратпӑр. Ҫамрӑксене хӑйсен ӗҫ вырӑнне тупма пулӑшасси - тӗп тӗллев», - тенӗ Михаил Васильевич.

"Мы участвуем в разных программах и конкурсах. И в этом году победили на Российском конкурсе. На подготовку молодых профессионалов реализуем сотни миллионов рублей. Главная цель - помочь молодым найти свое рабочее место", - сказал Михаил Васильевич.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Анчах тухтӑрӑн пациента усал тӑвас тӗллев ҫук.

Но у доктора нет намерения делать пациенту зло.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ӑна шута илсе малашлӑх валли тӗллев лартать.

Учитывая все это, ставит цели для будущего.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Пирӗн тӗллев - ҫак пысӑк пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси», - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Наша цель - сохранить и в дальнейшем это большое богатство, приблизить к нему подрастающее поколение", - сказал Глава Чувашии.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

«Паян музейсемпе палӑксене ҫеҫ мар, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркисене упракансен кунӗ те. Ҫакӑ паян пирӗншӗн тӗп тӗллев, ҫавӑн чух тин пирӗн несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ», – терӗ Михаил Петрович.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Малашлӑх пирки калас тӑк, кашни спортсменӑн паян пӗр тӗллев — Олимпиадӑна хутшӑнасси, — савӑк кӑмӑлне пытармарӗ 2014 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ.

Если сказать о будущем, у каждого спортсмена сегодня одна цель - участвовать на Олимпиаде, - с приподнятым настроением сказала серебряный призер чемпионата мира 2014 года.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех