Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улюк Борисӑн малтанхи савнийӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сахал тӑрӑшнӑ-ши Борис малтанхи ҫулсенче!

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Малтанхи ферма заведующине кӳршӗ колхоз председательне суйланӑ хыҫҫӑн пӗрер эрнерен колхоз председателӗ фермӑра ӗҫлекенсене правление пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Малтанхи йӗркине хӗрсем юрларӗҫ, вӗсен сасси тӑлӑххӑн янӑранӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кӗтесри пӗчӗк сӗтел ҫинчи приемник те ҫавах, мана пурӑнма ятарласа тунӑ пӳлӗм те малтанхи пекех.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Малтанхи каҫ вӗсем тавлашсах ирттерчӗҫ, иккӗмӗшӗнче ҫураҫрӗҫ, тепӗр уйӑхран туй турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Кунта вырма каҫсан, Санюк малтанхи кун ыттисенчен юлмасӑр, тӑрӑшса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Акӑ, ҫыран леш енче малтанхи мӑшӑрсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен — ыттисем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

- Малтанхи тапхӑрта пуртӑпа, ҫӳхе ийӗпе касса ӑсталаттӑмӑр, 2005 ҫул хыҫҫӑн бензопӑчкӑпа усӑ курма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Малтанхи ҫулсенче сувенир та (курка, алтӑр, ҫӑпала, кашӑк…) чылай ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Мӗнле манчӗ-ха Алимпи хӑйӗн малтанхи савнине?

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Малтанхи кунах задани ҫӗр ҫирӗм процент тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ку — Тускасси колхозӗ фронтри ҫӗнтерӳ валли панӑ малтанхи парне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Иван ҫырать, — терӗ Алимпи, ҫырӑвӑн малтанхи йӗркисене вуласа тухсанах.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Юри калатӑп, тетӗн-им? — тӳррӗнех ыйтрӗ унран Зоя, малтанхи пекех хӑйӑрпа выляса.

Думаешь нарочно говорю? — напрямик спросила Зоя, по-прежнему играя песком.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Малтанхи урокра пире Анастасия Александровна задача шутлама пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтанхи ачах пуп ыйтнине ответлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫлес килменрен тӑпра чӑмаккисене урипе тапкаларӗ, плеерпа юрӑ итлерӗ, витрине тултармасӑрах малтанхи вырӑна кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗне тивӗҫ? // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 14 с.

Малтанхи ҫӗр чӗтренӗвӗ тата ун хыҫҫӑнхи ҫӗр айӗнчи чӗтренӳсем вӑхӑтӗнче Джакартӑн тӗп хулинчен 75 километрта вырнаҫнӑ Чанджур хулинче ҫуртсем ишӗлсе анни пирки пӗлтереҫҫӗ.

Сообщается, что в 75 километрах от столицы Джакарты, в городе Чанджур, здания рухнули во время первоначального землетрясения и последующих подземных толчков в течение ночи.

Индонезире ҫӗр чӗтреннӗ, 160 ҫын ытла вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33518.html

«Малтанхи ҫыхӑнусене йӗркелерӗмӗр. Халӗ пирӗн тӗллев - Севастополь хулин экономикине аталантарма инвестици хывас текен предпринимательсене май ҫитнӗ таран пулӑшасси», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех