Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, илтетӗп, каллех килеҫҫӗ, хальхинче тӳрех нӳхреп патне, сассине те илтетӗп, Костя сасси…

Ну, слышу, опять идут, прямо к погребу, и голос слышу Кости…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь акӑ мӗн шутлатӑп: каятӑп та вӗсем патне, ун пек — кун пек староста пулмастӑп тесе, тӳрех каласа паратӑп, ҫӗр тӗпне анса кайччӑр вӗсем!

А теперь я так решаю: пойду и прямо скажу, что не желаю быть в этих самых старостах, будь они трижды прокляты!

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Костя хӑтӑласшӑн пулса тӳрех Крылатов пытанса тӑнӑ чӑрӑш еннелле чупма тытӑнчӗ.

Костя спасаясь, побежал прямо к ели, за которой прятался Крылатов.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ сана тӳрех калатӑп: кӗске вӑхӑтра, виҫӗ эрне хушшинче, эсӗ питӗ нумай тунӑ!

Я тебе прямо скажу: за короткий срок, только за три недели, ты сделал очень и очень много!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫутӑлас умӗн Марийкӑпа Фая йӗлтӗрсем ҫине тӑрса, пахчасем витӗр пӗчӗк типӗ ҫырмапа сӑрт айккине тухрӗҫ те хир тӑрӑх пысӑк ҫаврӑм туса, Болотная каякан ҫул урлӑ каҫрӗҫ, унтан шӑннӑ шурлӑхпа Пӑши вӑрманӗ витӗр тӳрех ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗҫ.

На рассвете Марийка и Фая, встав на лыжи, по овражку спустились от огородов к южному подножию взгорья, сделали большой крюк по полям, затем пересекли дорогу, ведущую в Болотное, и взяли путь прямо на север, через замерзшее болото и озеро, в Лосиное урочище.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн пулчӗ? — тӳрех тарӑхса ыйтрӗ Ерофей Кузьмич.

— Что случилось? — сразу раздражаясь, спросил Ерофей Кузьмич.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах вӑрҫӑ ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, уншӑн урӑх ҫул пулман пек, тӳрех ун картишӗ урлӑ иртрӗ.

Но война, как назло, пошла прямо через его двор, будто у нее не было никаких иных путей.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ашшӗ хӑйне комсомола кӗме хушни ҫинчен Ефим хӑй шанчӑксӑр юратнӑ хӗре, Аннӑна каласа парсан, савнийӗ ӑна тӳрех: — Халь те манӑн сан ҫине пӑхас килмест, комсомола кӗрсен — пӗр утӑм та ан ҫывхар! — тесе пӗлтернӗ.

Когда Ефим рассказал безнадежно любимой Анне, что отец велел ему вступить в комсомол, та заявила: — И сейчас-то смотреть на тебя не хочу, а вступишь — на шаг не подходи.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑрҫма пулсан тӳрех пуҫла, ҫук-тӑк — каласа пар, мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пур: эсӗ влаҫа ҫывӑх пур ҫӗрте те пулатӑн.

Ругаться, так сразу начинай, а нет — рассказывай, какие новости: ты ведь у власти и везде бываешь.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн хӑнасем пӑхса илме те ӗлкӗрейменччӗ, ҫав ретрен сӗт пек шурӑ, илемлӗ, шахмӑт хӑми евӗр клеткӑллӑ пиҫиххипе ҫавӑрса ҫыхнӑ пӗр машина уйрӑлчӗ те, ҫут тимӗрне йӑлтӑртаттарса, темле уйрӑмла меслетпе тӳрех алӑксем патне чуптарса пычӗ.

Наши гости и отреагироватьне успели, как одна из машин, белая, как молоко, прекрасная, обвязанная клетчатым ремнем словно шахматная доска выделилась, и сверкая своим железом, каким-то своим особым способом сразу же подбежала к дверям.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл тӳрех пукан ҫине лармарӗ, кӑштах ура ҫинче тӑчӗ, пиншакне тӳрлетрӗ, кукша пуҫне шӑла-шӑла илчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна ларчӗ те ҫийӗнчех пӳрнипе сӗтел ҫине темле цифра ҫырчӗ.

Он не сразу сел на стул, а немного постоял, поправил пиджак, погладил плешивую голову и только тогда уселся и тут же вывел пальцем на столе какую-то цифру.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Тахӑшӗ якӑр яма та ӗлкӗрчӗ иккен», — хыпӑнса ӳксе шутларӗ те Григорий, пусма тӑрӑх чупса анса сухаланӑ уй урлӑ тӳрех ҫутӑ йӑлтлатакан еннелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

«Уже какой-то стал на якорь», — подумал Григорий и, сбежав по лесенке, быстрыми шагами направился через пахоту прямо на подмигивающие огни.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халӗ акӑ тӳрех калаҫса татӑласшӑн: сана манӑн хӑш йӗркепе пӑхӑнмалла — агротехника тӗлӗшпе-и е парти йӗркипе?

А теперь вот хочу сразу договориться: как мне зараз тебе подчиняться — по линии агротехники или по партийной линии?

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акӑ эпӗ килтӗм ӗнтӗ, анчах сире мӗн ҫинчен каласа парас-ха… тӳрех шутласа кӑларма та пултараймастӑп.

И вот я приехала… но о чем же рассказать вам… сразу ничего в и голову-то не лезет.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗнле-ха тӳрех ун пек каламалла? — йӑл кулса каларӗ Кондратьев.

— Зачем же так сразу конкретизировать? — с улыбкой говорил Кондратьев.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акула тӳрех ачасем еннелле ишсе пырать.

Акулa плылa прямо нa мaльчиков.

Акула // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 19–22 стр.

Тӳрех курӑнать, хуҫа килчӗ!

— Сразу видно — хозяин приехал!

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Нарыжный, Хохлаков аллине чӗнмесӗр чӑмӑртарӗ те тӳрех кӗпер патнелле, пахчасемпе садсем урлӑ уттарчӗ.

Нарыжный пожал Хохлакову руку и ушел к мосту, напрямик через огороды и сады.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Тӗрмерен-и? — тӳрех ыйтрӗ Федор Лукич.

— Из тюрьмы? — в упор спросил Федор Лукич.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сӑнарӗсем пӗр пекех пулнипе вӗсене пӗрремӗш хут куракансем тӳрех: «Ара, кусем пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ вӗт», — тесе шухӑшламалла.

лица их имели такое ясное, уловимое сходство, что всякий, впервые увидев их, подумал бы; «Да ведь это же брат и сестра».

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех